Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Международным днем защиты детей

Хисеплĕ ентешсем! Хаклă ачасем!

Пурсăра та çутă уявпа – Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунпа чун-чĕререн саламлатпăр.
Ăна çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче паллă туни ахальтен мар-тăр, вăл хаваслă çу тата ачасем тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтекен каникул кунĕсем пуçланнине систерет.
Çак кун чăннипех ырă, пĕлтерĕшлĕ, вăл пире çамрăк ăру умĕнчи яваплăх çинчен тепĕр хут аса илтерет. Кашни ачашăн тăрăшасси, сывлăхне упрасси, унăн правине хÿтĕлесси, пултарулăхне аталантарма, телейлĕ çитĕнме майсем туса парасси - пирĕн тĕп тивĕç. Елчĕк ачисем лайăх çынсем пулса çитĕнессе, пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвасса, хамăр çуралса ÿснĕ тăрăха тата та илемлĕрех те пуянрах тăвасса шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе пурне те телей, çирĕп сывлăх, туслăх, юрату, ăнăçу, харпăр хăйĕн вăйне шанма сунатпăр.

Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.



01 июня 2015
08:00
Поделиться