Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района и главы администрации Яльчикского района с Общероссийским днем библиотек.

Поздравление главы Яльчикского района и главы администрации Яльчикского района с Общероссийским днем библиотек.

Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем!

 Сире професси уявĕпе – Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Библиотекăсем пирĕн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ, вĕсем ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма, кашни çын патне кирлĕ информаци çитерме май параççĕ. Хальхи вăхăтра ялти библиотекăсен пĕлтерĕшĕ татах та ÿсрĕ, вĕсем чăннипех те информаципе культура центрĕсем пулса тăчĕç.

Ěçе чунтан парăннă библиотекарьсене пултаруллăх вăй-халĕшĕн, пысăк профессионализмшăн, вулакансемпе кăмăллă та тимлĕ пулнăшăн тав тăватпăр. Çĕнĕ çитĕнÿсем тума, халăх хисепне тивĕçме, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатпăр.

Р.Н.Молодова, район пуçлăхĕ.

Н.П.Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ.



26 мая 2015
08:18
Поделиться