Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с праздником последнего звонка

Саламлатпăр!

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсенчи 9 тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансене!

Ачалăх иртсе пынине систерекен, çĕнĕ пурнăç пуçланнине палăртакан... юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Савăнăçлă, çав вăхăтрах кăштах тунсăхлă çак самант сирĕн асăртан нихăçан та тухмĕ.

 Эсир çĕнĕ шанчăкпа тата çитĕнÿсемпе пуян аслă çул çине тăма хатĕрленетĕр. Вăл сире ĕмĕт-тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме май патăр. Сире пурсăра та патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытма, хăвăра килĕшекен институтсемпе университетсен, техникумсемпе колледжсен студенчĕсен йышне кĕме ăнăçу сунатпăр. Сирĕншĕн пур çĕрте çул уçă. Хальхи вăхăтра ĕç профессийĕсене суйласа илекен яшсемпе хĕрсен ят-сумĕ пысăк. 

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухатăр пулсан та эсир тăван шкула, юратнă вĕрентекенсене яланах куç умĕнче тытасса шанатпăр.

Эсир - пирĕн пуласлăх. Пурнăç тăршшĕпех такăнмасăр утма ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Ăнăçу пултăр сире, выпускниксем!

Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.



23 мая 2015
08:00
Поделиться