Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_«Вула, Елчĕк ен»: кĕнекепе вулав уявĕ

_«Вула, Елчĕк ен»: кĕнекепе вулав уявĕ

Славян çырулăхĕпе культурине халалласа кĕнекепе вулав уявĕсем кĕрлеççĕ Елчĕкри централизациленĕ библиотекăсен ситеминчи вулавăшсенче.

Асăннă уявăн пĕр пайĕ тĕп библиотекăра иртрĕ. 2015 çул Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ пулнă май, мероприятире «Нарспи» поэмăна тимлĕнрех тишкерчĕç, поэмăри «чĕрĕлсе тăнă» сăнарсен выставкипе паллашрĕç уява килнĕ хăнасем. Кунта Нарспипе Сетнер те, Михетер те, Тăхтаман та, кĕвентине утланнă печĕк Сентти те пур. Нарспие вара ултă тĕрлĕ сăнланă: хĕр чухнехинчен тытăнса Тăхтаман вали наркăмаш яшки пĕçĕрни таранах. Акă çамрăк кĕтÿçĕ шăхличĕ калать, чипер ача Сентти кĕвентине утланса лашалла вылять, çÿллĕ валак патĕнче Сетнер Нарспине кĕтет… Пуканесене чун кĕртекенсем вара Кĕçен Таяпа ял вулавăшĕнчи «Салампи» кружок членĕсем – Нина Михайлова, Анна Савинова, Маргарита Галкина тата Александра Козлова. Вĕсенпе пĕрле вара вулавăш ертÿçи Светлана Агеева та кăсăклансах пуканесене сăн панă.

Пуканесен куравĕ пуçтарăннă хăнасене чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Кашни сăнар поэмăри йĕркесемпе çыхăннă. Вилĕмсĕр поэмăна пурте пĕр харăс сасăпа вулани мероприятине тата та илем кÿчĕ. Библиотекарьсем «Нарспи» поэмăна халалланă пĕр кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕç. «Пуканесе ăсталакан маттур хĕр арăмсене малашне те çитĕнÿсем сунатпăр, ырă кăмăллăхĕ нихăçан та ан чактăр вĕсен», - тесе палăртрĕç килнĕ хăнасем.

К.В.Иванов – чăваш халăхĕн мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçтараканĕ, хура халăха çутталла туртаканĕ. Нумай енлĕ пулнă унăн пултарулăхĕ. Çыру ĕçĕнче тĕрлĕ енлĕ ăста - эпик, лирик, кулăшçă, фольклорçă, драматург, куçаруçă. Çав вăхăтрах вăл пултаруллă музыкант, художник, педагог, редактор. Çамрăклах ырă та пархатарлă ĕçсемпе тĕксĕм тĕнчене çутатса хăварнă. Константин Иванов пирĕн тăван культурăра яланах чĕрĕ, çамрак. Çакна мероприятие хутшăнакансем тепĕр хут палăртса хăварчĕç.



21 мая 2015
14:57
Поделиться