Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы района Розы Молодовой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина с 1мая - праздником Весны и Труда

Хисеплĕ те хаклă Елчĕк халăхĕ!

Сире чун-чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатпăр.

Çутçанталăк çĕнелсе чĕрĕлнине, халăх хăйĕн мирлĕ те пултаруллă ĕçĕсемпе Тăван çĕршыв аслăлăхне çирĕплетме ăнтăлнине сăнарлать. Çак çутă уяв пире тăрăшуллă ĕçпе тата килĕшỹпе савăнса пурăнма хистет. Ĕç çыннисене хисеплени, ĕç йăлисене ăруран ăрăва куçарса пыни - патшалăхăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ. Пиртен кашниех тĕрлĕ ĕçре вăй хурса район аталанăвĕшĕн хăйĕн тỹпине хывать.

Тỹрĕ те таса кăмăллă ĕçшĕн саламласа сире çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кăмăл-туйăм, ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунатпăр, çемйĕрсенче ырăлăх, юрату, ăнлану, савăклăх, канăçлăх хуçалантăр.

Р.МОЛОДОВА, 
район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН, 
район администрацийĕн пуçлăхĕ.



01 мая 2015
08:26
Поделиться