Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_ Тĕлпулăва - Чĕмпĕртен

_ Тĕлпулăва - Чĕмпĕртен

Константин Васильевич Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен ку таранччен нумай çырнă. Ун ячĕпе çыхăннă вырăнсене тĕпчевçĕсем сахал мар çитсе курнă, ыйтса пĕлнĕ, йĕрне шыранă. Вăл ĕмĕрсен историне  «Нарспи» поэмăпа кĕрсе юлнă.

Кăçал поэтăн 125 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Çавна май Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелерĕмĕр. Çак эрнере пирĕн шкулшăн чи пахи – Чĕмпĕр хулинчен килнĕ хăнапа тĕл пулни. Истори наукисен кандидачĕ, Ульяновск облаçĕнчи Патшалăх архивĕн шырав пайĕн пуçлăхĕ Макарова Роза Владимировна ака уйăхĕн 24 мĕшĕнче тĕл пулăва килсе çитрĕ. Пушă алăпа килмен хаклă хăна. Нумай парне илсе килнĕ вăл. Содержанипе пуян презентаци те хатĕрленĕ.

«Чĕмпĕр хулинчен пуçланнă чăвашсен çырулăхĕ. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр  - çак чаплă сăмахсем  пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр. Литературăна çирĕп кĕрсе юлнă К.В.Иванов та И.Я.Яковлев çуначĕ айĕнчен тухнă. «Нарспи» поэмăна пĕрремĕш хаклаканĕ те И.Я.Яковлевах пулнă. Хăйĕн вăхăтсăр вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе чĕррисемпе юнашар яланах çап-çамрăк юлчĕ. Шел, хунавлах хăрнă пирĕн поэт, çапах та литературăра та, музыкăра та питĕ тарăн йĕр хăварчĕ. Вăхăт иртет, вăхăт шăвать. «Юратнă поэт творчестви çĕнĕ аса илъсемпе, çĕнĕ страницăсемпе пуянланать. Халиччен мĕн çырни, мĕн тупăнни аслă поэт творчестви халăх сăмахлăхĕпе, юрри-кĕввипе пуян пулнине кăтартаççĕ. Тĕпчени те нумай, тĕпчемелли-пĕлмелли те туллиех. К.В.Иванов паянхи кун та пирĕншĕн вуласа пĕтермен кĕнеке, итлесе пĕтермен юрă»,- тет Роза Владимировна. Архивра ĕçленĕ май питĕ нумай пĕлет, Чĕмпĕр хулин историйĕ, музейсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Ыйтусене хуравларĕ, шкул ачисене музейсене пырса курма йыхравларĕ.

Шкул директорĕ Пчелова Галина Ананьевна та ачасене уяв ячĕпе саламларĕ, хăнана тав турĕ, шкул буклетне парнелерĕ. Çывăх вăхăтра Ульяновск хулине кайса курма шантарчĕ. Ачасем те çак шухăшпа килĕшрĕç.

«Кашни çын ашшĕ-амăш чĕлхине, тăван халăх историне, халăх паттăрĕсене, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç. Унсăрăн хăвна çуратнă халăхран уйрăлса каясси те часах. Çакă вара чăн-чăн инкек. Хăй кам пулнине, хăш халăхран  тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех: хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех тÿнет»,- çапла пĕтĕмлетрĕмĕр тĕл пулăва.

>>>>>фоторепортаж

МБОУ "Янтиковская ООШ" Яльчикского района



27 апреля 2015
11:32
Поделиться