Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы района Розы Молодовой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина со Светлым Христовым воскресением - Пасхой Господней

Поздравление главы района Розы Молодовой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина со Светлым Христовым воскресением - Пасхой Господней

Мăнкун ячĕпе саламлатпăр!

Православи тĕнне тытса пыракансемшĕн Мăнкун яланах пысăк уяв.

Çут çанталăк чĕрĕлсе тăнă тапхăрта Христос Чĕрĕлсе тăни - çыннăн этемлĕхĕ, çынлăх тата вилĕме парăнтарса тунă Аслă Çĕнтерỹ. Мăнкун пĕр-пĕрне пĕрлештерет, килĕштерсе юратма вĕрентет.

Кил-йыша çирĕплетес, çамрăк ăрăва Иисус Христос вĕрентнĕ чăнлăхра тăма, урă та ырă, таса йăла-йĕркепе пурăнма вĕрентес тĕллевпе кашниех хытă тăрăшмалла, йывăр лару-тăрури çынсем патне çитсе пулăшмалла.

Тăван район ырлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн пĕрле, тачă çыхăнса вăй хурар. Ăнăçу сире пурне те! Çутă Уяв ячĕпе!

Христос Чĕрĕлнĕ! Чăн-чăнах Чĕрĕлнĕ!

Р.МОЛОДОВА, 
район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН, 
район администрацийĕн пуçлăхĕ.



10 апреля 2015
16:48
Поделиться