Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы района Розы Молодовой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина с Днем российского студенчества

Сире Раççей студенчĕсен - Татьяна кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Студент çулĕсем - пурнăçăн чи илемлĕ, çутă та илĕртỹллĕ тапхăрĕ. Çак вăхăтра кашниен чунĕнче çĕкленỹллĕх хуçаланать, малашлăх тĕллевсем çуралаççĕ, вăй-хал вĕресе тăрать.

Пирĕн тĕллев - ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме, пултарулăха туллин уçма майсем туса парасси. Эпир район пуласлăхĕ сиртен килнине ăнланатпăр, пулăшу пама тăрăшатпăр.

Эсир обществăра тивĕçлĕ вырăн йышăнасса, пултарулăхăрпа туллин усă курасса, юратупа çунатланса çирĕп çемье чăмăртасса шанса тăратпăр. Сире çирĕп сывлăх, иксĕлми шанăç, хастар кăмăл, çитĕнỹсем, телей тата ырлăх сунатпăр.

Р.МОЛОДОВА, 
район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН, 
район администрацийĕн пуçлăхĕ.



23 января 2015
11:56
Поделиться