Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк район прокуратурин коллективӗ районта пуринчен те малтан субботника тухнă

Елчĕк район прокуратурин коллективӗ районта пуринчен те малтан субботника тухнă

Октябрь урамĕнче вырнаçнă районти прокуратура умĕпе утса иртме кăмăллă. 

Саккун хушнипе пурăнма хистекен прокуратура ĕçченĕсем хăйсем те кулленхи пурнăçри кашни кунхи ĕçе пысăк яваплăха туйса пурнăçлама хăнăхнă. Иртнĕ кунсенчи уяр çанталăкпа усă курса ушкăнпа тухса территорие тирпей-илем кĕртни те çакнах çирĕплетсе пачĕ. Çак ĕçе вĕсем ыттисенчен маларах, районта ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче экологи уйăхĕ пуçланичченех тума ĕлкĕрчĕç.

Çуркуннехи илеме маларах курас килнипе вăхăта васкатса урама тасатма, тирпейлеме тухрăмăр, - терĕç пысăках мар коллективра тăрăшакансем.

Сăн ỹкерчĕкре: Елчĕк район прокурорĕ Василий Николаев (сулахайра) ертсе пынипе коллектив районта пуринчен те малтан субботника тухнă



09 апреля 2014
14:08
Поделиться