Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аслă Таяпасем - «Театр тĕнчинче»

Аслă Таяпасем - «Театр тĕнчинче»

Кăçал культура çулталăкĕ. Аслă Таяпари культура ĕçченĕм ку çулта нумай ĕç туса ирттерме тăрăшаççĕ.  

      Районта «Театр тĕнчинче» фестиваль-конкурс пырать. Çак конкурса Аслă Таяпари информаципе культура центрĕ тата унăн филиалĕсем  тĕплĕн хатĕрленчĕç. Сцена çине малтанах Аслă Таяпасем Виссарион Синичкин çырнă «Çулăмсăр тĕтĕм» комедипе тухрĕç. Халăхсене ăш хытиччен култарчĕç. Вера ролĕнче Е. Сапожникова библиотекарь, Кĕтерук ролĕнче вылякан Л. Горшкова, Володя ролĕнче – Л.Колсанов тата Валя ролĕнче – И Львова шанса панă рольсене   ĕнентерÿллĕ вылярĕç.

       Шуршусем Николай Айзман çырнă «Спирукпа Марук» камите тăрăшса вылярĕç.

       Чăваш Тăрăмсем Б. Лисаев çырнă камит мыскарана лартса пачĕç. Хвастуркин арăмне вылякан  Н. Волкова сцена çинче хăйне артист пекех тытрĕ. Куракансем пурне те алă çупса саламларĕç.

        Камитсем хыççăн Аслă Таяпари информаципе культура центрĕнчи театр кружокне çÿрекенсем «Улах ларнине» кăтартса пачĕç. Культура ĕçченĕсем ĕлекхи йăла-йĕркене , тĕррине, авалăха упраса хăварас тесе чылай вăй хураççĕ.

        Ял халăхĕсем тулли кăмăл-туйăмпа килĕсне саланчĕç.



24 марта 2014
17:26
Поделиться