Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Леонид Яковлевич Агаков – пирĕн ентеш, нумай енлĕ талант

Леонид Яковлевич Агаков – пирĕн ентеш, нумай енлĕ талант

Леонид Яковлевич Агаков 1910 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çуткасси ялĕнче, учитель кил-йышĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Етĕрнере малтан вăтам шкулта, унтан педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. «Канаш» хаçатра, «Хатĕр пул», «Капкăн» журналсен редакцийĕсенче ĕçленĕ, çав хушăрах калавсемпе очерксем те çырнă.

Л.Агаков – алла пăшал тытса икĕ вăрçăра Тăван çĕр-шыва паттăр хÿтĕленĕ писатель – воин. Хĕрлĕ Çар ретне ăна 1938 çулта илнĕ. Леонид Яковлевич çырнă «Партизан Мурат», «Ылтăн вăчăра», «Салтак ачисем», «Пĕр хулара» кĕнекисене ачасем юратса вулаççĕ.

Л.Агаков – нумай енлĕ талант. Чăваш литературинче вăл сатирăпа юмор жанрĕсене никĕсленĕ кулăш ăстисенчен пĕри шутланать. Вăрçă хыççăн вăл приключениллĕ произведенисем çырас енĕпе Вăрçă хыççăн вăл приключениллĕ произведенисем çырас енĕпе ăнăçлă ĕçленĕ.

2015 çулта Л.Агаков çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Етĕрнери 1-мĕш гимнази вĕренекенĕсем хамăр ентешĕн пултарулăхне туллинрех тĕпчес тĕллевпе район библиотекинче пулчĕç. Презентаципе паллашнă хыççăн викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Л.Агаков кĕнекисене илсе вулас кăмăллисем те пулчĕç.



22 апреля 2015
15:21
Поделиться