Шумерлинский муниципальный округ

Албутова Надежда Михайловна – Республикăри чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ăсталăх конкурсĕн «Ăста урокĕ» номинаци çĕнтерÿçи

Албутова Надежда Михайловна – Республикăри чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ăсталăх конкурсĕн «Ăста урокĕ» номинаци çĕнтерÿçи

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн акт залĕнче  Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ăсталăх конкурсĕ 8-мĕш хут иртрĕ. Конкурса районта   пĕрремĕш вырăн йышăннă 9 учитель хутшăнчĕ.

Конкурсантсене Раççей Федерацийĕн вĕрентÿпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председательĕ З.Н.Степанова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ А. Р. Кульева, Чăваш Республикин учительсен ассоциацийĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секцийĕн ертÿçи Г.Л. Никифоров тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ А.С. Егорова саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Конкурса хутшăнакансене, жюри членĕсене тата курма килнисене «Асамат» ансамбль хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Конкурсантсем «Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕçĕм» паллаштару карточкипе, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссепе тата Ăстаçă урокĕпе жюри умне тухса хăйсен пултарулахне кăтартрĕç. Çавăн пекех, конкурса хутшăннисем хăйсем хатĕрленĕ вĕренÿ программисенчен, статьясенчен, пултарулăх ĕçĕсенчен, ачасен творчествăллă ĕçĕсенчен, тăван чĕлхепе класс тулашĕнче воспитани енĕпе ирттермелли материалсенчен выствка турĕç.

Çĕмĕрле  районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче иртнĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышннă Якуртушкăнь  шкулĕн вĕрентекенĕ Албутова Надежда Михайловна республика шайнче «Ăста урокĕ» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.

Çĕнтерÿçĕпе номинантсене вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрствин пай пуçлăхĕ В.В. Бычков саламларĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ А. Р. Кульева конкурс çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕ, тăван чĕлхе пуласлăхĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен нумай килнине палăртрĕ.



02 марта 2015
13:24
Поделиться