Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш чĕлхипе литература эрни

 Ака (апрель) уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература  эрни  пуçланчĕ.  Эрнен пĕрремĕш кунĕнче классенче „Мĕншĕн тăван чĕлхе вĕренмелле?” темăпа калаçу урокĕсем иртрĕç. Пурнăçра – пĕр  анне.Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн тивĕç. И.Я. Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене  упрама пиллесе хăварнă.  Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл.  «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ  вĕрентекенĕмĕрĕн.

 «И.Я.Яковлев халалне пурнăçлар» презентаци куравĕ те вĕренекенсене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем туслă пурăнни, тĕрлĕ халăха хисеплени, тăван чĕлхене юратни, çемьере килĕштерсе пурăнни, сапăр пулни пурнăçра куллен кирлине палăртрĕç.

 Шкулти библиотекăра  «Савнă ен – Чăваш ен»  темăпа кĕнекесен выставки уçăлчĕ. Çамрăк вулакансем унта хамăр çĕршывпа çыхăннă çĕнĕ хайлавсемпе паллашма пултараççĕ.



22 апреля 2014
15:38
Поделиться