Цивильский муниципальный округ
Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ

Поздравление главы администрации Цивильского района С.Г. Артамонова с Днем чувашского языка

Хисеплĕ ентешсем!

 

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп!

Çак куна эпир чăвашсене çутта кăлараканне И.Я.Яковлева чысласа вăл çуралнă кун паллă тăватпăр.  Çапла майпа эпир чăваш чĕлхипе культурине аталантарас тĕлĕшпе вăл тунă сумлă ĕçсене  тивĕçлипе хак паратпăр.

Тăван чĕлхе – наци пуянлăхĕ. Ăна яланах аталантармалла тата упрамалла. Пирĕн патшалăх наци чĕлхипе культурине  аталантарма тивçлĕ тимлĕх уйăрать.

Тăван чĕлхе - пирĕн культурăна, йăла-йĕркене, тĕне куллен хăват паракан тĕп çăлкуç. Унпа пĕлсе усă курсан çеç наци хăйĕн евĕрлĕхне, уйрăм çынпа пĕтĕм  чăваш халăх историйĕ тапхăрĕнче мĕнле аталанса пынипе яр уççăн курма пулать. Атте-анне чĕлхине мансан этем хăйĕн пур ыр енĕсене те çухатма пултарать.

Тăван чĕлхесĕр пирен ачасемпе мăнуксен пуласлăхĕ те чылай чухăнрах пулĕ. Тăван сăмахран вăйлăрах хатĕр ача-пăчана ăс-тăн парас ĕçре урăх çук та пулĕ.

Паянхи çурхи уявра кашни çын чун-чĕринче çуркунне таппи, çамрăклăх туйăмĕ тата тулли шанăç хуçалантăр. Пурне те пултарулăха ӳстерме çунатлăх, пурăнçри чи пысăк тĕллевсене  вăхăтра пурнăçлама çĕнĕ ӳсĕмсемпе пысăк ăнăçсем сунатăп.

 

Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ          С.Г.Артамонов

 

 

 

Дорогие цивиляне!

Поздравляю вас с Днем чувашского языка!

В день рождения чувашского просветителя И.Я. Яковлева наш народ отмечает День чувашского языка. Это своеобразная дань признания заслуг человека, который много сделал для развития чувашского языка и культуры.

Родной язык – это богатство нации, которое необходимо беречь и развивать. Деятельность нашего государства направлена на поддержку и развитие национального языка и культуры. В чувашском языке собраны духовность, культура,  традиции нашего народа. Поэтому так важно бережно относиться к родному языку, который является главным средством самовыражения нации, развития личности и народа как субъекта исторической деятельности. Утрачивая его, люди утрачивают всё и теряют себя. Без родного языка нет будущего у наших детей и внуков. Уверен, что нет более надёжного и эффективного средства обучения и воспитания, чем родное слово.

В этот праздничный день пусть в душе каждого всегда царит энергия весны, молодости и надежды! Желаю  всем творческой окрыленности, новых  успехов и претворения в жизнь самых смелых планов и замыслов.

 

Глава администрации Цивильского района Сергей Артамонов



24 апреля 2014
16:50
Поделиться