Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем России

Хисеплĕ район çыннисем, хаклă ентешсем!

Сире Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Ку вăл пирĕн çĕршывăмăрта пурăнакан мĕн пур çыннăн пĕрлехи уявĕ. Çак куна паллă туса, эпир хамăрăн мăн асаттесене паттăрлăхшăн, хастарлăхшăн тав тăватпăр. Раççей - хăйĕн халăхне, кашни çемьене çутă малашлăхпа тивĕçтерме пултаракан вăйлă та чечекленсе пыракан патшалăх. Çакă, паллах, халăх алла-аллăн тытăнса, пĕрле кар тăрса, тĕллевсене пĕр шухăшлă пулса çирĕп пурнăçланинчен килет. Пирĕн тăван çĕршыва чун-чĕререн юратнине тата чунтан парăннине пултаруллă ĕçсемпе çирĕплетме тăрăшмалла.

Уяв ячĕпе саламласа Сире пĕтĕм чĕререн çирĕп сывлăх, телей, тăнăçлăх, пурнăçра çитĕнỹсем сунатăп!

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                              К.В. Никитин



11 июня 2013
15:51
Поделиться