Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кунĕпех шăранчĕ илемлĕ юрă-кĕвĕ, ял уявĕнче савăнчĕ Урнарĕ, Саруйĕ

Кунĕпех шăранчĕ илемлĕ юрă-кĕвĕ, ял уявĕнче савăнчĕ Урнарĕ, Саруйĕ

Иртнĕ канмалли кунра пирĕн ялта кунĕпех юрă кĕвĕ шăранчĕ, ялта пурнакансене уява йыхравларĕ. Кăнтăрла иртсен вара Саруйĕнчи стадионра чăн-чăн уяв пуçланчĕ. «Сарнар» фольклор ушкăн вăйă картине тăрса пурне те уява йыхравларĕ, илемлĕ ташă-юрăпа уява уçрĕ. Пухăннисене ял уявĕ ячĕпе хисеплĕ хăнасемпе Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ А.А. Васильев саламларĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ пулма кандитата тăнă Ю.А.Зорин Чăваш наци конгресĕн ячĕпе пурне те саламларĕ, чи пултаруллă ĕçлекенсене хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Вăрмар район администраци ячĕпе район администрации пуçлăхĕн А.И.Тихоновăн çумĕ Н.А. Павлов та Урнар-Саруйсене уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, çĕр çинче кирлĕ пек ĕçлеме вăй-хал сунчĕ, район пурнăç-ĕçĕнче активлă хутшăнакансене хисеп çырăвĕсем парса чысларĕ. Пысăк Енккассинчи фермер хуçалăх пуçлăхĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ пулма кандитата тăнă В.М.Сергеев пурне те уяв ячĕпе саламласа çĕр çинче кирлĕ пек ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Ялсен тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Александрович ялти активлă ĕçлекенсене тата çавра çул тултарнă çынсемпе çемьесене парнесем парса чысларĕ. Парнесен спонсорĕ- ялти предприниматель В.В. Егоров пулчĕ. Малалла пограничниксен кунĕ ячĕпе саламсем пуçланчĕç. Сăмах ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри, запасри полковник, Республикăри суйлав комиссин председатель çумĕ пулса ĕçлекен П.К.Куприн илчĕ. Вăл ялти пур пограничниксен ячĕпе пухăннисене саламларĕ, вăрçăра вилнĕ салтаксен ячĕпе асăну палăкĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Юрă-ташă саламĕсем малалла Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕпе, тăван ял ячĕпе тата мирлĕ пурнăç çинчен янрарĕç. Уяв хăнасемсĕр пулмасть. Кĕçех сцена çине тĕрлĕ илемлĕ тум тăхăннă ачасем чечексем пек тухса тăчĕç, илемлĕ те çăмăл ташăпа куракансен кăмăлне çĕклерĕç, уяв илемне кĕртрĕç. Ку вăл Сĕнтĕртен килнĕ «Весельчаки» ташă ушкăн пулчĕ. Анастасия Павлова, ушкăн ертÿçи, уява пухăннисене Сĕнтĕрсен тата ушкăн ячĕпе саламларĕ, татах концертсене килсе савăнтарма шантарчĕ. Кĕçех сцена çине Юрий Зорин илсе килнĕ эстрада çăлтăрĕсем тухрĕç, каçченех халăха савăнтарчĕç. Çамрăксене вара В.П.Ефимов, уявăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, пограничник, тĕрлĕ спорт вăййисене хутшăнтарчĕ, çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕ. Чи пысăк парнине вăрăм кашта тăрăх хăпарса С.Егоров илнĕ.



30 мая 2016
09:25
Поделиться