Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Литература юбилейĕ» конкурс иртрĕ

Чăваш çыравçисен хайлавĕсене ачасем хушшинче сарас, вĕсене чăвашла вулаттарас тата чăваш çыравçисен пултарулăхĕпе кăсăклантарас тĕллевпе районта «Литература юбилейĕ» конкурс иртрĕ. Çак конкурс вĕрентекенсен пултарулăхне ÿстерес тĕлĕшĕпе пĕлтерĕшлĕ темелле. Конкурса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем 5 тĕрлĕ номинаципе хăйсем хатĕрленĕ ĕçесене тăратнă. Аслă категориилĕ вĕрентекенсенчен тăракан жюри кашни номинацире ĕçе 4 енчен хакланă. «Буклет» номинацире çĕнтерÿçĕсем шутĕнче: Теплова Р.С.(Аслă Чак шкулĕ) -1 вырăнта, Васильева Г.Н. (Вăрмар шкулĕ) -2 вырăнта, Краснова И.Ф. (Çĕнĕ Кинчер шкулĕ) тата Васильева О.Н. (Энĕшпуç шкулĕ) 3 вырăна тивĕçнĕ. «Видеролик» номинацире Цыфаркина Л.А.(Чупай шкулĕ) тата Авакова Н.Ю. (Кавал шкулĕ) -1-мĕш вырăн, Николаева Л.Ю.(Кĕтеснер шкулĕ ) 3-мĕш вырăнта пулнă. Антонова В.Г.(Вăрмар шкулĕ)-1-мĕш вырăн, Михайлова А.В. (Чулкас шкулĕ)-2-мĕш вырăн, Николаева Г.Н.(Кĕтеснер шкулĕ), Платонова Е.И.(Тикаш шкулĕ), Иванова Р.М. (Вăрмар шкулĕ)-3-мĕш вырăнсенче «Викторина» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. 1-мĕш вырăнта «Презентаци» номинацире Иванова И.В.(Пысăк Енккасси шкулĕ), 2- мĕш вырăнта Семёнова Е.В.(Чулкас шкулĕ), 3-мĕш вырăнта Левина Г.Н.(Вăрмар шкулĕ), Алексеева Л.Н.(Кивĕ вАрмар шкулĕ), Алексеева Р.Г.(Урнар шкулĕ) пулнă.

Паллах, çакăн евĕр пултарулăх конкурсĕсем йĕркелени чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене чылай пулăшу парать, мĕншĕн тесен кашни пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма, урокра усă курма пултарать.

 



25 декабря 2015
11:28
Поделиться