Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван сăмах ăстисем – Вăрмарти шкулта

Тăван сăмах ăстисем – Вăрмарти шкулта

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем черетлĕ ларăва пухăнчĕç. Вăл нарăсăн 25-мĕшĕнче  Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Тăван сăмах ăстисем «Тинĕс те типме пултарать» тата «Кольăпа Дима Штрауспа паллашаççĕ» темăпа ирттернĕ уроксем пăхрĕç. Уçă уроксене çак шкулти вĕрентекенсем  -  Васильева Г.Н. тата Левина Г.А. – кăтартрĕç. Кавалти тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Авакова Н.Ю. «Традицилле урока çĕнĕлле ирттересси» мастер-класс  кăтартрĕ , ФГОСпа ыйтакан  урокăн пĕр меслечĕпе паллаштарчĕ. Цыфаркина Л.А. (Чупайри тĕп шкул)  уроксене хальхи тапхăрта икĕ культурăна тĕпе хурса   йĕркелемелли пирки палăртрĕ, çавна май  А.Алкапа А.Пушкинăн хайлавĕсем тăрăх йĕркеленĕ урокăн пĕр пайĕ  çинчен каласа пачĕ. Вĕрентекенсем   уроксене тата мастер-классене пăхнă хыççăн кăмăллă юлчĕç,  ачасене тăван чĕлхене,  чăваш халăхăн литературине ытларах  вĕренччĕр тата тĕпчеччĕр тесен вĕсене кăсăклантаракан мелсемпе  ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç.

 



27 февраля 2014
09:40
Поделиться