Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с праздником "Акатуй"

Хисеплĕ те хаклă ентешсем, ял ĕçченĕсем, район çыннисем, кỹршĕсем, аякран килнĕ хăнасем!

Сире пурне те çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа ирттерекен уявпа - Акатуйпа ăшшăн саламлатăп. Çĕртен мĕн чухлĕ нумайрах тыр-пул илес тетĕн, çавăн чухлĕ ăна ытларах пăхма тăрăшмалла. Ку ĕç вара мĕн ĕлĕкрен пĕрре те çăмăл пулман. Çур аки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн, тỹсĕмлĕ пулнăшăн, ырми-канми ĕçĕрпе тăван район аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн пурне те тав тăватăп. Мĕн пур вăя пĕрлештерсе малалла та пурнăç çулĕпе пĕрле утар, пуласлăхшăн тăрăшар. Пуçарулăх, ырă улшăнусем патне туртăнни пире ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарса пыччăр. Хаклă ентешсем! Ĕç çыннисен чаплă уявĕнче хамăр ĕçлеме кăна мар, тивĕçлипе канма, юрă-ташăра та, спорт ăмăртăвĕсенче те пултаруллă пулнине кăтартар. Уяв ячĕпе саламласа Сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре ăнăçусем сунатăп.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                К.В. Никитин



08 июня 2013
07:00
Поделиться