Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работника культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе саламлатăп!

Эсир çутă тата пуçаруллă çынсем, сирĕнсĕр пĕр уяв та, пĕр мероприяти те иртмест. Хăвăр ĕçре чăн ăстасем - музей тата библиотека сотрудникĕсем, культура çурчĕсен ĕçченĕсем - паянхи культурăна упракансем тата аталантарса пыракансем. Хăвăрăн пултарулăхăрпа эсир çынсен чĕрисенче юратупа ыркăмăллăх çурататăр, ĕмĕрхи ыйтусем çине хурав тупма пулăшатăр.

Ĕçĕре  чунтан парăннăшăн, талантшăн тата çынсене савăнăç кÿрес ăсталăхăршăн тав тăватăп. Эсир яланах пултаруллă пуласса, тăван культурăн йăлисене упраса хăварассишĕн тăрăшасса шанса тăратăп. Пурне те çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, телей тата юрату сунатăп.

 

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                      А.И. Тихонов 



24 марта 2017
15:20
Поделиться