Поздравление администрации Урмарского района с Днем защитника Отечества
Çĕр-шывăн хисеплĕ хÿтĕлевçисем, вăрçă ветеранĕсем, çара кайма тивĕçлĕ çамрăксем!
Хаклă ентешсем!
Сире Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп!
Тăван çĕр-шыва хÿтелесси – кашни çыннăн сумлă та сăваплă тивĕç.
Пирĕн ентешсенчен нумайăшĕ паян хăйсен граждан тивĕçне Раççейĕн çарпа флот ретĕсенче пурнăçлаççĕ. Çар служби вĕсенче гражданинăн тата патриотăн чи кирлĕ енĕсене калăплама пулăшать, Тăван çĕр-шыва чунтан юратма, унăн интересĕсене хÿтĕлеме яланах хатĕр пулма, обществăлла пурнăçра активлă хутшăнма вĕрентет.
Чи ăшă тав сăмахĕсем паян эпир пирĕн хаклă ветерансене калатпăр. Вĕсем халĕ те стройра - çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе май килнĕ таран хутшăнма тăрăшаççĕ. Пирĕн сăваплă тивĕç - вăрçă вăхăтĕнчи чи йывăр çулсенче хăйсен пунăçне шеллемесĕр Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнмалăхне сыхаласа хăваракансене тимлĕх уйăрасси.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те телей, çирĕп сывлăх тата мирлĕ пурнăç сунатăп.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Тихонов