Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр улми тухăçлă çитĕнтĕр

Хура çĕр - анне кăкăрĕ», - тенĕ ватăсем. Унпа тухăçлă ĕçлеме пĕлсен вăл пире тăрантарать. Çакна тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Кĕлкешри «Ямуков Г.Н» хресчен (фермер) пуçлăхĕ Геннадий Ямуков. Асăннă хуçалăх çĕр улми çитĕнтерессипе районта ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри. Ĕç тухăçлăхне ÿстерме вăл çулсерен пурлăхпа техника базине те вăйлатсах пырать. Çавна май кашни çул çĕр улмие ытларах та ытларах çитĕнтерет. Кăçал асăннă культурăна 290 гектар лартса хăварнă.

Райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайăн пуçлăхĕ Д.Иванов тата ытти яваплă çынсем ку хуçалăхра ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май çĕр улми мĕнлерех çитĕннипе интересленчĕç. Çакна палăртмалла: çанталăк условийĕсем лайăх пулнине шута илсен кăçал кунта çĕр улми тухăçлă çитĕнмелле. Халĕ вăл пĕр тикĕс шăтса тухнă. Кунта тăрăшса вăй хуракан М.Иванов, В.Николаев механизаторсем çĕр улми уйĕсене чĕрсе купаланă. Йăрансем шăрçа пек пĕр тикĕссĕн курăнаççĕ. Ана çинче çум курăк та çук, мĕншĕн тесен вĕсем çĕр улми лартиччен маларах ăна сухалаççĕ, çĕре кăпкалатаççĕ, имçамлаççĕ. Хресчен (фермер) пуçлăхĕ Г.Ямуков çĕре минераллă удобренисемпе вăхăтра апатлантарса тăрсан пысăк тухăç илме пуррине лайăх пĕлет, çавăнпа та кăçал уйсене минераллă удобренисем чылай хывнă вĕсем. Çĕр улми вăрлăхĕ те паха йышши. Кунта «Рамона», «Рет Скарлетт», «Удача», «Невский», «Импала» сортсене лартса хăварнă.

Çĕр улмипе пĕрлех тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем те пĕр тикĕс çитĕнеççĕ. Кунта çурхи культурăсене 668 гектар акса хăварнă, вĕсенчен тулă - 192, урпа 476 гектар йышăнать. Çавăн пекех кĕрхи культурăсем те 400 гектар çинче ÿсеççĕ. Çурхи культурăсене акассипе Э.Макаров, Ю.Власов механизаторсем, В.Обручков водитель пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнекен уйсене пăхса çÿренĕ май, кăçал кунти тухăç пысăк пулмаллине палăртрĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов. Пĕтĕмĕшле каласан кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши, пахча çимĕç культурисем асăннă хуçалăхра тухăçлă çитĕнсе тупăш кÿрессе шанас килет

 



06 июня 2012
00:00
Поделиться