Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фермерсене пулăшма

Фермер ĕçне пуçлакансене патшалăх 1 миллион тенкĕ ытла пама палăртать. Федераци шайĕнче йышăннă ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрекен çак çăмăллăх Раççейĕн Ял хуçалăх министерстви норматив хучĕсене çирĕплетнĕ хыççăн адресатсем патне çитĕ. Анчах патшалăх пулăшăвĕ пурне те лекмĕ. Ăна тивĕçес тесен хăш-пĕр условие тивĕçтермелле. Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пĕлтернĕ тăрăх, заявка париччен çулталăкран кая мар регистрациленни, ял хуçалăх енĕпе ятарлă вăтам е аслă пĕлÿ илни, виççĕрен кая мар çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни кирлĕ. Фермерăн çулне те пăхаççĕ: вăл 19-58 çулсенче пулмалла. Бизнес-проект çырма республикăн «Агро-Инноваци» хысна предприятийĕ пулăшать. Грант шучĕпе панă 900 пин тенке çĕр, выльăх-чĕрлĕх, техника туянма, выльăх-чĕрлĕх хуралти хăпартма е юсама тăкакламалла. Ял хуçалăхне патшалăх пулăшу кÿрекен тепĕр ен - çемье фермисене аталантарни. 2010 çултан пуçласа паракан тупрана ун чухнех республикăри 2 фермер илнĕ. Çемье ферми йĕркелесе яракан çынсене вите-сарай купаласа тăкакланнин 30 процентне федераци хыснинчен саплаштарĕç, çавăн чухлех тепĕр пая республикăран уйăрмалла.

Патшалăх укçине тивĕçес текен фермерсен ятарлă конкурс витĕр тухмалла



03 февраля 2012
00:00
Поделиться