Глава Чувашской
РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём космонавтики

08:00 12 апреля 2017 г.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Космонавтика кунĕ ячĕпе саламлатăп! 

Раççей – аслă космос çĕршывĕ. Пирĕн çĕршыв çыннисен ĕçĕсем планетăсен хушшинчи вĕçевсен теорине никĕсленĕ, тĕнче уçлăхне çул хывнă.

Ракетăпа космос отраслĕнчи çитĕнӳсем, Çĕр çинчен пирвайхи спутнике вĕçтерсе яни, тĕнче уçлăхĕн анлăшне парăнтарни, çăлтăрсен тĕнчинчи наука тĕпчевĕсене пуçарни – пирĕн халăхăн тĕлĕнмелле ăнăçăвĕсем цивилизаци аталанăвне вăй панă.

Юрий Гагарин этемлĕх историйĕнче пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ – унтанпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ. Космоса парăнтарас ĕçе пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев, Чăваш Енпе тачă çыхăннă космонавтсем Николай Бударин тата Муса Манаров, наука ĕçченĕсем, регионти предприятисен специалисчĕсем курăмлă тӳпе хывнă.

Пирĕн ентешсен паттăр ĕçĕсем тĕнче историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Чăваш Республикинче çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕхсем вырăнне хурса вĕсен паттăрлăхне Шуршăлти асăну комплексĕнче ĕмĕрлĕхех сăнарланă, космос паттăрĕсен ячĕпе палăксем лартнă.

Çамрăк космонавтсен отрячĕсен юхăмĕ, Çамрăксен Николаев вулавĕсем, СССР космонавт летчикĕ А.Г. Николаев космоса вĕçнине халалланăскерсем, ачасене професси суйласа илме, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнме пулăшаççĕ.

Космос отраслĕпе çыхăннă е хальлĕхе тĕнче уçлăхне парăнтарма кăна ĕмĕтленекен çынсене пурне те чунтан çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                             Михаил Игнатьев

 

 

Дорогие соотечественники!

Поздравляю вас с Днём космонавтики! 

Россия — великая космическая держава. Труды наших соотечественников легли в основу теории межпланетных полётов, сделали возможным освоение космоса человеком.

Прорыв в ракетно-космической отрасли, запуск первого спутника Земли, покорение просторов Вселенной, начало научных исследований в звёздном пространстве — эти выдающиеся достижения нашего народа дали толчок развитию цивилизации.

Более полувека назад Юрий Гагарин совершил первый в истории человечества космический полёт. Весомый вклад в освоение космоса внесли наш легендарный земляк Андриян Николаев, неразрывно связанные с Чувашией космонавты Николай Бударин и Муса Манаров, деятели науки, специалисты предприятий региона.

Героические свершения наших соотечественников золотыми буквами вписаны в мировую историю. В Чувашской Республике их подвиги как достойнейший пример для молодого поколения увековечены в мемориальном комплексе в Шоршелах, покорителям космоса установлены памятники.

Движение отрядов юных космонавтов, Молодёжные Николаевские чтения, посвященные полёту в космос летчика-космонавта СССР А.Г. Николаева, помогают ребятам определиться с выбором будущей профессии, воспитывают их настоящими патриотами.

От всей души желаю всем, кто связан с космической отраслью или ещё только мечтает о покорении Вселенной, крепкого здоровья, неиссякаемой энергии, успехов в созидательном труде!

 

Глава Чувашской Республики                                                          Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д. 10
Телефон: (8352) 62-46-87
Факс: (8352) 62-17-99, тел. для проверки факса: (8352) 39-32-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика