Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шурча шкулĕнче чăваш чĕлхи кунне паллă турĕç

10:00 27 апреля 2017 г.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шурча шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлама пухăнтăмăр. Ăна чăваш алфавитне йĕркелесе яраканĕ, чăваш букварĕн ашшĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлева халалласа ирттереççĕ. Кашни çулах ку уява тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Кăçал пирĕн шкулта çак куна Ашшĕ- амăшĕн çулталăкне халаллас терĕç. Вĕренекенсем чăваш çыравçисен хайлавĕсене сăнарласа кăтартма шутларĕç. Хайлавсенче ашшĕ-амăшĕн ырă кăмăллăхĕ, ĕçченлĕхĕ, ăса вĕрентсе калани тĕп вырăнта пулчĕ. Кашни класс тĕрлĕ хайлав суйларĕ, пĕчĕк инсценировкăсемпе спектакльсем лартрĕ:

1 класс – А. Кăлкан «Пан улми»,

2 класс – И. Яковлев «Кулачă»,

3 класс – Е. Нарпи «Ултав»,

4 класс – Н. Иванов «Пахча хуралçи»,

5 класс – Г. Волков «Ăслă ача»,

6 класс – О. Туркай «Юлташпа – вăйсăрри те вăйлă», 

8 класс – А. Александров «Тĕрĕс тунă»,

9 класс - «Улахра» (хăйсем шутласа кăларса лартнă).

Кашни сăнара тĕплĕн сăнласа пама тăрăшнă ачасем. Ку мероприяти пурин асĕнче юлĕ. Львова Валерия (8 класс) ертсе пыракан сăмахĕсем те пуриншĕн те çывăх пулчĕç «Хăв калаçакан чĕлхене хисеплемелле, ăна пуянлатмалла, упрамалла». Ялти вулавăш ертÿçи Троицкая С.В. ачасене те, вĕрентекенсене те ырларĕ. Театр искусствин малтанхи утăмĕсем пуçăннине палăртрĕ. Сăнарсене тĕплĕн калăпланине ырларĕ. Ачасен умне ашшĕпе амăшĕн сăнарне ытарлăн кăларнăшăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Тюрина Н. М. тав турĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика