Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче Турай ял тăрăхне кĕрекен Мăн Токшик ялĕнче биатлон ăмăртăвне ирттерчĕç.

18:19 25 февраля 2017 г.

 

   Йăлана кĕнĕ тăрăх Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче Турай ял тăрăхне кĕрекен Мăн Токшик ялĕнче биатлон ăмăртăвне ирттерчĕç. Малтанхи çулсенче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ пулсан, халĕ ĕнтĕ виççĕмĕш çул биатлон кăмăллаççĕ кунта.

   Ăмăртăва ял старости Г. Никитин уçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл районта çамрăксене спорта явăçтарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç туни пирки каларĕ, çĕр-шыва хÿтĕлекенсен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Уява   Муркашран СССР  спорт мастерĕ, Чăваш Республикин  тава тивĕҫлĕ  физкультурăпа спорт ĕҫченĕ М.Романов, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Киселёв та килсе çитрĕç. Вĕсем те ăмăртăва хутшăнакансене ырлăх-сывлăх, вĕренÿре, спортра ăнăçусем сунчĕҫ, сывлăха упрамаллине, спортпа туслă пулмаллине тепĕр хут  çирĕплетсе каларĕҫ: «Эсир хăвăр сывлăхăршăн усăллă ĕç тăватăр, ача-пăчана та сывă пурнăç йĕркине хăнăхтаратăр. Çакăн пек ăмăртусем ирттерме укçа-тенкĕ мар, хавхалану çеç кирлĕ», - терĕç вĕсем. Аслă ăрури çынсем  ачасем çирĕп сывлăхлă ÿссе çитĕнччĕр тесе тăрăшаççĕ, спортпа туслă яш-кĕрĕм пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвассашанса  тăраççĕ вĕсем. Ачасемшĕн, ял çыннисемшĕн  хамăр районта çуралса ÿснĕ çакăнпекпаллă спортсменсемпе тĕл пулни мĕне тăрать тата.

   Ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ çулран çул ÿссе пыни те чуна савăнтарать. Акă йĕлтĕрйĕрĕ çинешкулачисем, аслă ăрури тата тĕрлĕ ÿсĕмри  çынсем старта тухрĕç. Шкул ачисем хушшинче чи пултаруллисем  И.Бычков, К.Сапунов, Е.Иванов, Н.Григорьев, М.Саватеев, А.Григоьева пулчĕç. Вăтам çулхисем хушшинче вара  А.Григорьев, С.Берёзов, В.Терентьев, О.Григорьева, Е.Сапунова, А.Егорова маттуртарах пулчĕç. Аслисем хушшинче вара М.Романовпа Н.Александрова палăрчĕç.

   Ĕçре те, спортра та, канура та пĕрле пулни кил-йыша çирĕплетет, пĕр чăмăра пĕтĕçтерет.  А.Григорьев вара çак ăмăртăва мăшăрĕпе тата икĕ ачипе хутшăнчĕ. Çемье туслă, çирĕп пулни,  пĕр-пĕрне ăнланса пулăшса пыни питĕ  пĕлтерĕшлĕ çав. Григорьевсем спортсăр хăйсен пурнăçне курмаççĕ. Ачисене те вĕсем спортпа туслаштараççĕ.

   Ăмăртура  мала тухнисене грамотăсемпе  тав хучĕсем, парнесем парса чысларĕҫ. Спорт уявне  йӗркеленӗшӗн  ял активне, спонсорсене тав турĕҫ. Турай ял тăрăх администрацин  хисеп грамотине  М.Романов, В.Киселёв, Г.Кириллов, В.Данилов, Р.Фёдорова, С.Иванова, тав çырăвĕсене В.Терентьев, В.Яхеев, А.Илларионов, С.Берёзов, В.Бёрёзов, Е.Никитин илме тивĕç пулчĕç.

  Ăмăрту питĕ хаваслă иртрĕ. Ирпе йĕпе юр çаватчĕ пулсан, кăнтăрла çитеспе вăл та чарăнчĕ, ял çыннисен кăмăлне çĕклерĕ.

 

 

 

Территориальный отдел «Тораевский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика