Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Документсене - электрон мелпе

16:50 21 февраля 2017 г.

Çĕнĕ законодательство нормипе килĕшÿллĕн халĕ пурлăхăн харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тума документсене Росреестр Интернет урлă йышăнать. Ку çĕнĕлĕх кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕчĕ.

Ведомство тивĕçтерекен ытларах сарăлнă тата кăткăс çак услугăна халĕ уйрăм çынсем те, бизнес представителĕсем те ансат майпа илме пултараççĕ. Хальхи çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курнă май заявительсем офиса пырса çÿресе, чиновник патне кĕме хăтланса вăхăт çухатмаççĕ. 2016 çулта Росреестрăн электрон сервисĕпе усă курса харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тума заявленисене 401 пин йышăннă та ĕнтĕ.

"Чăваш Республикипе илес пулсан, иртнĕ çул 5330 электрон зявлени йышăнтăмăр. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçе йĕркелеме май килчĕ. Çавна май харпăрлăх правине регистрацилессипе документсем администрацисенчен электрон мелпе кăна килсе тăчĕç. Кăçал электрон заявленисене 24 йышăнтăмăр ĕнтĕ", - каласа парать Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева.

Сервиспа усă курса куçман пурлăх тĕлĕшпе харпăрлăх прави урăх çынна куçнине е харпăрлăх прави пĕтнине, çак правăна чикĕленине регистрацилеме заявленипе ытти документа пама пулать. Ку сведенисем пурте куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче (ЕГРН) упранаççĕ. Куçман пурлăхăн ЕГРН сведенийĕсене электрон мелпе Росреестрăн сайтĕнче ятарлă сервиспа усă курса илме май пур.

Куçман пурлăхăн харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тума документсене çынсем хăйсемшĕн меллĕ майпа çитерсе пама пултараççĕ: е электрон мелпе, е федераци кадастр палатин офисне хăйсем пырса. Çавăн пекех документсене нумай функциллĕ центрсенче те йышăнаççĕ. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн документсене нумай функциллĕ центр урлă тăратнă пулсан, харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тăвасси 9 кунран ытларах пулмалла мар.

М. ИВАНОВА.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика