Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен V фестивалĕ иртрĕ

12:15 24 декабря 2016 г.

Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче «А.Г.Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Калайкасси шкулĕ» муниципалитет бюджет учрежденийĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен V фестивалĕ иртрĕ. Степанов А.М. вĕрентекен кашни çулах çак фестивале йĕркелет тата ертсе пырать. Кăçал та фестивале салам сăмахĕ каласа Степанов Александр Марсович уçрĕ. Вăл вĕрентекенсене мероприятие хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕ, тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Шатракассинчи тĕп шкулти Вишнева О.А. вĕрентекен хăйĕн ĕçри опычĕпе пухăннисене паллаштарчĕ, ăстаçă урокĕ ирттерчĕ. Ытти вĕрентекенсем вара уçă уроксем тата класс тулашĕнчи ĕçсем кăтартрĕç. Ярапайкассинчи вăтам шкул вĕрентекенĕ Димитриева А.Г. 6-мĕш класс ачисемпе çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене тĕпе хурса «Паллă ячĕсен çĕр-шывĕнче» вăйă-ăмăрту йĕркелерĕ. Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Варюхина Н.В. тата Сапожникова В.В. 7-мĕш, 8-мĕш класс ачисемпе «Çулталăк кĕнеки» тата «Атăл» темăсемпе уçă уроксем ирттерчĕç. 6-мĕш класс ачисем Шурча тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Тюрина Н.М. ертсе пынипе «Паллă ячĕсен тĕнчинче» темăпа пĕтĕмлетÿ урокĕнче тухăçлă ĕçлерĕç.  Сăпайкассинчи тĕп шкулăн вĕрентекенĕ Яковлева Н.Н. ирттернĕ «Туслăх тата чăн-чăн тус» класс сехечĕнче тĕрлĕ ĕçсем турĕç. Ĕçтешсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашса çĕнĕлĕхсем курчĕç, фестиваль кашниншĕнех усăллă пулнине палăртрĕç. Фестивале хутшăннисене пурне те сертификат пачĕç, çĕнтерÿçĕсем вара фестиваль дипломне тивĕçрĕç.

Муниципалитет шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Vфестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çапла пулчĕç: 1-мĕш вырăн Димитриева Алевтина Геннадьевна (Ярапайкассинчи вăтам шкул), 2-мĕш вырăн Сапожникова Валентина Владимировна (Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕ), 3-мĕш вырăн Тюрина Нина Михайловна (Шурча тĕп шкулĕ) йышăнчĕç. Муркаш районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем республикăри уçă уроксен фестивалĕнче те активлă хутшăнасса шанас килет.

 

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика