Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Открытие творческого сезона "Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?"

17:41 25 сентября 2016 г.

    Кӗркуннен пӗлӗтлӗ çанталӑкӗ тата шалкам çӑвакан сивӗ çумӑрӗ йӑлӑхтарчӗ ял çыннине. Пахчари ӗçсене те вӗçлеймен-ха. Паян вара хӗвеллӗ те ӑшӑ çу кунӗ иртсе кайман пек. Пурте пахчари ӗçе пикеннӗ: кам çӗр улми, кам кӑшман е кишӗр кӑларать. Каçчен тем ӗçлеме май пур. Кунӗпе ӗçлесе ывӑннӑ халӑх ялти клуба васкарӗ. Паян Токшик клубӗнче «Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?!» ятпа хатӗрленӗ пысӑк концерт пулать-çке. Концерта Мӑн Токшикри халӑх ятне тивӗçнӗ «Тӑванлӑх» фольклор тата Тойкилтӗри «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. Епле курмасӑр юлас - артистсем çӗнӗ концерт сезонне уçаççӗ.

   Концерта «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ пуçларӗ. Уяв каçне ертсе пыракан Евстафьева Ю.Н. чунӗпе чӑн-чӑн чӑвашлӑха парӑннӑскер хӑйӗн çепӗç сассипе епле илемлӗн çыхӑнтарчӗ концерт программине. Чӗререн тухакан кашни юрӑ куракансен чунне тыткӑнларӗ. Малалла концерта «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тӑсрӗ. Вӗсем хӑйсен программине «Чунӑмри чечек» ятпа йӗркеленӗ, çавӑнпа та и тен вӗсен юррисем ытларах çӗр çинчи чи черчен туйӑм – юрату çинчен пулчӗç.

    Епле илемлӗ вӑл чӑваш юрри – чуна йӑпатать, хӗвел пек ӑшӑ туйӑм çуратать, пурӑнма вӑй-хал парать. Çакӑ вӑл куракансен сӑн-питӗнче палӑрчӗ, кашни юрӑçа вӗсем тӑвӑллӑн алӑ çупса хавхалантарчӗç. Куракансене юрӑçсем телей, ӑнӑçу, юрату, çирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-çул сунчӗç, ӗмӗр пӗрле килӗштерсе пурӑнасса шантарчӗç.

25.09.20016. Ю.А.Железнова

ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ «ХОРНОЙСКИЙ» УПРАВЛЕНИЯ ПО БЛАГОУСТРОЙСТВУ И РАЗВИТИЮ ТЕРРИТОРИЙ АДМИНИСТРАЦИИ МОРГАУШСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика