Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн малашлăх – çамрăксен аллинче

16:12 25 июля 2016 г.

Çулсеренех Çамрăксен уявне ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Çак йăлана пăхăнса Москакасси ял тăрăхĕнче те çăк савăнăçлă та интереслĕ уява виççĕмĕш çул туса ирттереççĕ.

Паллах, çак уява пĕччен ирттерме пулмасть. Москаксси ял тăрăхĕче пурăнакан çамрăксем çак ĕçе йĕркеленĕ çĕрте çавтери хастаррăн хутшăнчĕç. Сăмахран, уява ирттермелли вырăна çулса тирпейлереç, сценăна сăрласат ирпей-илем кĕртрĕç, музыка аппаратурине, тĕрлĕ-тĕрлĕ илемлĕ çутăсене вырнаçтарса лартрĕç. Çак ĕçсене пĕтĕмпех хăйсен вăйĕсемпе туса ирттерчĕç маттур çамрӑксем.

Çак ĕçсене Москакасси ялĕнче пурăнакан Д.Кириллов йĕркелесе пычĕ. Спорт енĕпе А.Рыжковпа Д.Гаврилов йĕркелесе тӑчĕç. Юрă – ташă енĕпе Р.Семеновпа И. Петрова тăрăшрĕç.

Иртнĕ канмалли кун, çак пысăк уява çавтери савăнăçлă ирттертĕмĕр.

Кунта пĕчĕк ачасенчен пуçласа ваттисем таранах савăнма пултарчĕç. Ачасене вали батутчĕ та каруçелĕ те пулчĕ. Тата Шупашкартан ятарласа клоунсем те килсе çитрĕç. Мĕн тĕрлĕ кăна савăнтармарĕç пулĕ вĕсем ачасене. Юрларĕç, ташларĕç, сикрĕç, савăнчĕç пирĕн тăрăхри ачасем çак кун.

Спорт вăййисем кăнтăрлачченех пуçланчĕç стадионра. кунта та ачасем, çамрăксем тĕрлĕ-тĕрлĕ спорт вăййисенче çавтери хастаррăн хутшăнчĕç.

Фанфара кĕвви янăраса кайсан, сцена тавра халăх пуçтарăнчĕ. Илемлĕ чăваш кĕввипе ташласа уява илемлĕн уçрĕ пирĕн тĕслĕх ташӑ ушкӑнĕ «Калинка». Сцена çине кĕвĕ çеммипе А.Любимовăпа Р.Семенов çамрăк ертӳçĕсем тухрĕç, çамрăксене саламласа сăвă йĕркисем шăрçаларĕç.

Уява пуçлама Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Н.Матросова сăмах пачĕç. А.Матросов пурне те уяв ячĕпе саламласа, уява хаваслă ирттерме ăнăçу сунчĕ. Спорт вăййине хутшăннă çĕнтерӳçесене дипломсем, медальсем тата парнесем парса спортпа татах та туслăрах пулма сĕнчĕ.

Ертсе пыракансем Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Ечкерен çăлтăрĕсем» эстрада юрăçисене сăмах пачĕç. Кунта Д.Макарова, Е.Тимофеев тата Р.Семенов юрăсене илемлĕн шăрантарса куракансене савăнтарчĕç. Ташă ушкăнĕ вара, концерт программине тĕрлĕрен илемлĕ ташăсемпе пуянлатрĕ. Çавăн пекех çак каç чăваш эстрада çăлтăрĕсем те халăха савăнтарса ташлаттарчĕç.

Каçхи 8 сехет тĕлне пирĕн уява чаплă та сумлă хăнасем те килсе çитрĕç: Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н.Тимофеев, Чӑваш наци конгресĕн президенче Н. Угаслов, В.Николаев тата ыттисем те.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан пур çамрăка та уявячĕпе ăшшăн саламларĕ, ял тӑрӑхĕнчи Чи çамрӑк пепкене, Чи çамрӑк мӑшӑра тав çырӑвĕпе тата парнесем парса чыс турĕ. Ял-йыша яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма телей сунчĕ. Хӑнасем те пурте çак савӑнӑлӑ уявпа пурнете ӑшшӑн саламласа малашне те пĕрле килĕштерсе пурӑнма телей сунчĕç.

Çĕрле 11 сехетре вара чи савăнăçлă самат пулчĕ. Тӳпене салют вĕçсе хăпарса тĕрлĕ-тĕрлĕ илемлĕ çăлтăрсене сапаласа халăха савăнтарчĕ. Шупашкартинчен пĕртте кая маар терĕç пурте.

Уявра палах тутлă шӳрпе, техĕмлĕ шашлык, тутлă апат-çимĕç кĕрекене йыхравларĕç. Паллах, лотерея вылявĕ те савăнăç кӳчĕ çак каç.

Тата И.П.Терентьева спонсор Москакассинчи «Колокольчик» ача сатне çӳрекен ачасем хушшинче те лотерея вылявĕ туса ирттерме пулăшрĕ. Шăп 10 ача 500-шер тенкĕ тăракан сертификата выляса илчĕ. Вĕсем вара чи телейлисем пулчĕç çак уявра.

80 - 90-мĕш çулхи, хальхи çамрăксем юратакан кĕвĕ çеммисемпе ташласа савăнчĕç çак каç уява пухăннисем. Паллах, чăваш ташшисĕр те иртмерĕ çак уяв.

Уяв чăннипех те уяв пекех иртрĕ Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн тата ытти çĕртен килнĕ çамрăксемшĕн.

Уява йĕркелеме пулăшнă спонсорсене çавтер ипысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем пулăшса пынипе ĕнтĕ çав тери илемлĕн иртсе кайрĕ Çамрӑксен уявĕ.

Тавтапуç спонсорсене, йĕркелекенсене, ертсе пыракансене, çамрӑксене тата ял-йыша.

Пирĕн малашлӑх, чӑннипех те, пирĕн Çамрӑксенче!

 Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Г.Г.Голубева.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика