Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи эрни – чăн-чăн уяв

11:00 29 апреля 2016 г.

Ярапайкассинчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

Ĕç çынни çулталăкне халалланă «Юратнă ĕçĕм» тĕл пулу Чăваш чĕлхи эрнине уçрĕ. Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи пултаруллă ал ăстисемпе ирттернĕ тĕл пулура Итакачкасси ялĕнчи Смирнова Л.И. тата Скворцова С.А. хăйсен чун киленĕçĕ пирки 5-8 класра вĕренекенсене каласа пачĕç. Пултаруллă хĕр арăмсем – чăн-чăн алă ăстисем. Вĕсем хĕресле те, бисерпа та тĕрлеççĕ, крючокпа сĕтел çи, тутăр çыхаççĕ, бисерпа пăралукран илемлĕ чечек пуххисем ăсталаççĕ. Уявра Смирнова Л.И, Скворцова С.А. тата Ярапайкасси ялĕнчи Максимова Н.И. ĕçĕсенчен хатĕрленĕ выставкăна ачасем хаваспах пахаларĕç, вĕсен маттурлăхĕнчен тĕлĕнчĕç, хăнасене кăсăклă ыйтусем пачĕç. Тĕл пулăва технологи предметне вĕрентекен Силова С.А. тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Димитриева А.Г. йĕркелерĕç.

«Чăваш кино историйĕ» калаçăва Раççей кино çулталăкне халалланă. Шкул ачисем чăваш кино историне туллин тишкерчĕç. Презентаци пăхнăçемĕн чăваш киноне пуçарса яракан çын – И.Я.Яковлевпа пĕр ялта çуралнă, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ И.С.Максимов-Кошкинский, пĕрремĕш чăваш актриси – Тани Юн пулнине, пĕрремĕш чăваш фильмĕсен ячĕсене пĕлчĕç, кино кадрĕсемпе паллашрĕç. «Тăван чĕлхе, эс – вĕçĕмсĕр тĕнче!» тата «Асамлăх тĕнчинче» ăмăртусенче чăваш халăх историйĕпе, културипе, сăмахлăхĕпе çыхăннă ыйтусене 5 класс ачисем хаваспах хуравларĕç. «Çыравçăсен çĕр-шывĕнче» литература вăййи тăван сăмахлăх ăстисен ячĕсемпе çыхăннă. 7 класс ачисем чăваш çыравçисен тата вĕсен хайлавĕсен ячĕсене тишкерчĕç, хăйне евĕр тĕпчев турĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Димитриева А.Г. 8 класс ачисемпе «Муркаш районĕн çыравçисем» темăпа урок ирттерчĕ. Шкул ачисем проект мелĕпе ирттернĕ урока тĕплĕ хатĕрленсе килни палăрчĕ. Пултаруллă çыравçăсен (С.М.Михайлов-Янтуш, Ю.И.Скворцов, А.Н.Лазарева, К.И.Пайраш, И.Г.Григорьев, Кăтра Мишши, А.Т.Петтокки, В.Т.Ржанов) пурнăçĕпе пултарулăхне туллин уçса пачĕç, презентацисене ăнлантарса пычĕç, кăсăклă фактсене пĕлтерчĕç. Урокра çĕнĕ вĕренÿ технологисен мелĕсене (фишбоун, хĕвеллĕ кластер, синквейн, Блум чечекĕ) ачасем тухăçлă усă курчĕç. Хăйне евĕр урок ачасен пĕлĕвне тарăнлатма, тавра курăмне анлăлатма, мухтавлă ентешĕмĕрсемпе мăнаçланма май парать.

Шкул ачисем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2016» акцие те активлă хутшăнчĕç. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче диктант çырчĕç. 7 класри Ангелина Жуковăпа Виктория Лоцманова районти Чăваш чĕлхи кунне халалланă уявра палăрчĕç. Жукова А. Чăваш наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕ ирттернĕ «Эпĕ-чăваш» сочиненисен конкурсĕн призерĕ, Лоцманова В. чăваш наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» районти фестивалĕн призерĕ пулса тăчĕç.

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика