Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Çĕмĕрт каллех çеçкере» драмǎпа паллаштарчĕç

09:52 03 марта 2016 г.

Пушǎн 2-мĕшĕнче, Орининти культура çуртĕнче вырǎнти халǎх театрĕн курав-конкурс иртрĕ. Драма коллективĕн  артисчĕсем ку хутĕнче куракансене А. Ларченков драматург çырнǎ «Çĕмĕрт каллех çеçкере» ятлǎ икĕ пайлǎ лирикǎллǎ драмǎпа  паллаштарчĕç.

«Халǎх» ятне тепĕр хут çирĕплетсе парас тесе  вырǎнти халǎх театрĕн артисчĕсем çак саманта тахçантанпах кĕтсе хатĕрленнĕ ĕнтĕ, çапах та хǎйсенче хумханни палǎрать. Смотр ответлǎ тапхǎр пулнине шута илсе, артистсем те пултарнǎ таран лайǎхрах выляма тǎрǎшрĕç, хǎйсен геройĕн сǎнарне ĕненмелле уçса пачĕç. Черетлĕ премьерǎра вара çак ял тǎрǎхĕнче пурǎнакансем, тĕрлĕ çĕрте вǎй хуракансем вылярĕç: Галина Иванова, Вадим Васильев, Аркадий Андреев, Вячеслав Васильев - ЧР культурǎн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Венера Васильева - ЧР культурǎн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Алина Королькова, Дина Димитриева, Людмила Родионова. Палǎртса хǎварас килет, орининсем театра юратма мĕн ачаранах вĕренеççĕ. Паянхи спектакльте çакна кǎтартса пачĕç те ĕнтĕ çамрǎк, театр тĕнчинче пĕрремĕш утǎмсем тǎвакан Николай Корольковпа Анастасия Блинова артистсем. Халǎха хǎйсен ǎсталǎхĕпе тыткǎнласа макǎртма та пултарчĕç. Курма пухǎннǎ ял çыннисем спектакле питĕ тимлĕн пǎхса ларчĕç, пысǎк хак парса нумайччен тǎвǎллǎн алǎ çупса артистсене хавхалантарчĕç.

Районти культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Е.Г.Чернова каланǎ тǎрǎх,  хǎй тĕллĕн вĕреннĕ артистсен сцена çинчи пултарулǎхĕ малалла ÿсни куçкĕрет. В.Н. Григорьев, халǎх пултарулǎх çурчĕн методисчĕ, курава пĕтĕмлетнĕ май,   артистсем çулран çул сǎнарсене лайǎхрах калǎплама хǎнǎхса пынине палǎртрĕ. Оринин халǎх театрĕ «халǎх» ятне тивĕçлипех хÿтĕлени çинчен пĕлтерчĕ,  артистсене кирлĕ сĕнỳсем парса ǎнǎçу сунчĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика