Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăн Токшикра ял уявĕ иртнĕ

10:54 30 июля 2015 г.

 

 

Тăван тавралăх кирек камшăн та чи илемлĕ те хаклă вырăн. Пурте куçа илĕртет, кăмăла çеклет, чĕрере ырă туйăм çуратать. Çăлкуçĕ  те,  йывăçсем те, урамĕ те – пурте çывăх кунта, пурте тăван. Кунтан ытла мĕн кирлĕ-ха  тата? Пурнăç çулĕ аслă çул, вăл çынна таçта та илсе çитерет, анчах тăван кĕтес пире яланах хăй патне туртать.

Нумаях пулмасть Турай ял тăрăхне кĕрекен Мăн Токшик ял çыннисем ял  уявне аллă турĕç.  Уяв ялти чи илемлӗ вырӑнта,  пӗве хӗрринче иртрĕ.  Ял çыннисем  çак куна  тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ун умӗн тавралӑха тирпей-илем кӗртнӗ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие  Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.А.Павлов  уçнă,  уявпа саламланӑ май маттур та хастар çынсене грамотăсемпе,  тав хучĕсемпе  чысланӑ. Çавăн пекех  ял халӑхне саламлама  район администрацин экономика пайĕн пуçлăхĕ Н.М.Костина, районти социаллă пулăшу паракан центр ертуçи О.В. Иванова, депутатсен Муркаш   район Канашĕн депутачĕсем, пирĕн ентеш,  район тĕп больницин врачĕ В.Г. Данилов, Муркаш райпо пĕрлешĕвĕн ертÿçи Б.В.Андреев, Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх ертÿçи  В.С. Андреев  тата ыттисем килсе  ҫитнӗ.

Ялӑн мухтанмалӑх сӑлтавӗ пур: унӑн кун-ҫулӗпе историйĕ пуян, ҫыннисем мухтавлӑ.  Якаткассинче  пурӑнакан  Егор Васильев  вара  Мăн Токшик ялĕ пирки хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ. Ял старости Г.Б.Никитин ял пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă.

Чăвашсем ĕлĕк-авалах савăнăçлă кунсене ял-йышпа, тăвансемпе, кÿршĕсемпе пĕрле ирттернĕ.  Ял уявне вӗттинчен пуҫласа ватӑсем таранах пухӑннӑ. Сӗтел ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ, шӳрпе пулнӑ. Ӑмӑртура, конкурсра мала тухнисене, вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене, чи лайӑх юрӑҫсемпе ташӑҫӑсене, ҫуралнӑ кунне уявлакансене, чи хӑтлӑ кил-ҫурт хуҫисене те чысланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем батут çинче сиксе савăннă. Ял уявӗ кашнин кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Унта тахҫантанпах пӗр-пӗрне курман ҫынсем тӗл пулса калаҫнӑ. Ҫакнашкал уяв пур тӑк ял малашлӑхӗ те пысӑк-ха.  

Мăн Токшиксем Шупашкартан килнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсене  хапӑлласах йышӑннӑ.  Вӗсем ял халӑхне юрӑ шӑрантарса, ташӑ ташласа савӑк кӑмăл парнеленӗ.

Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ.  Вăл  пите пуян пулнă. К.И.Антонова ав ҫекӗлпе тата йӗппе тутӑрсем, салфеткӑсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ.  Алӑ ӗҫӗсен шучӗ те ҫук — кашниех хӑйне май илемлĕ.

Спорт ӑмӑртӑвӗсем хӗрӳ иртнӗ. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарнă.  Пăшалпа  тĕл перессине те йĕркеленĕ мăн токшиксем.

Пӗр сӑмахпа, Мăн Токшик ял çыннисем пӗрле пухӑнса савӑннӑ.  Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ.

 

Ю.Н.Евстафьева,

Мăн Токшик ялĕ

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика