Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Пĕр чÿрече" халăхшăн меллĕ

11:39 27 февраля 2015 г.

Район территорийĕнче информаципе телекоммуникаци технологине пурнăçа кĕртессипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. 2012 çулта районта халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан МФЦ уçăлчĕ. Халăха меллĕ пултăр тесе 15 библиотека "уçă чÿрече" мелĕпе ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсем те халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне парассипе тимлеççĕ.

2013 - 2014 çулсенче район администрацийĕнче (пайсенчи 5 специалист) тата пур 16 ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăну (СМЭВ) мелĕпе ĕçлеме пуçларĕç. Енчен те 2013 çулта ĕç тăвакан федераци органĕсем патне çак мелпе тухакансем 61 процент пулнă пулсан, 2014 çулхи сентябрь тĕлне ку кăтарту 100 процента çитрĕ. Район администрацийĕн пур пайĕ те патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне панă чухне çак мелпе усă курать.

Çапла вара 2014 çулта МФЦ пурĕ 9093 пулăшупа консультаци панă. Çав шутран регистраципе кадастр палатисен ыйтăвĕсемпе - 5593 (62 процент), миграци службипе çыхăннисем 1047 (12 процент), халăха социаллă хÿтлĕх парассипе 568 (6 процент), вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ыйтăвĕсемпе çыхăннисем 1738 (19 процент).

Хальхи вăхăтра МФЦ 44 тĕрлĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парать. Унсăр пуçне тата 70 тĕрлĕ пулăшу парассине тапхăр-тапхăрпа кĕртессипе ĕçлеççĕ. Кунта çавăн пекех граждансене патшалăх пулăшăвĕ паракан Пĕрлехи портал çинче регистрациленме те пулăшаççĕ. 2014 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕ тĕлне унта пурĕ 7448 çын (21,8 процент) регистрациленнĕ.

Муркаш районĕнче 24 АТС ĕçлет. Пурте вĕсем электрон пулнăран çыхăну пахалăхĕ те палăрмаллах лайăхланчĕ. Çавăнпа та пралуклă телефон çыхăнăвĕпе тата Интернетпа усă куракансен йышĕ те ÿсрĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика