Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем работника автомобильного транспорта и дорожного хозяйства

13:44 24 октября 2014 г.

Автомобиль транспорчĕн тата çул-йĕр хуçалăхĕн  хисеплĕ ĕçченĕсемпе çак ĕçĕн  ветеранĕсем!

 

Сире хăвăрăн професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Çăмăл мар, çав тери яваплă ĕç тăватăр эсир. Паян çул-йĕрпе автомобиль транспорчĕ районăн экономика  аталанăвĕпе социаллă пурнăçне лайăхлатассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе уйрăлми тачă çыхăннă.

Эсир хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек  пурнăçлама тăрăшатăр.  Чылай чухне кăткăс условисенче вăй хуратăр.  Хăвăрăн ĕçĕр çынсен пурнăçĕпе çыхăннине те манса каймастăр. Эсир малашне те яваплă пуласса, кулленхи ĕçĕрте хăвăрăн йăнăш ытла та хака ларасса асра тытасса шанса тăратăп. Çул тунă, юсанă, ăна тытса тăрас ĕçре те, çула тухсан та  малалла та тимлĕ пулăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатăп. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, çулăрсем вара такăр та уçăмлă пулччăр.  Инкек-синкек  сирĕнтен айккинчен иртсе çÿретĕр. Килте сире яланах çывăх çыннăрсем кĕтсе тăччăр.

 

Район администрацийĕн  пуçлăхĕ                                               Р.Н. Тимофеев.  

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика