Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çичĕ уйăх ĕçне тишкерер

08:35 28 августа 2014 г.

Район администрацийĕн экономика тата  агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн  пайĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи январь - июль уйăхĕсенче 271 ача çуралнă, иртнĕ çулхи кăтарту -  232. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 329 çын пурнăçĕ татăлнă  пулсан, кăçал 321-ĕн вилнĕ.   Кăçал 84 мăшăр ĕмĕр вĕçне тухиччен пĕрле утма тĕв тунă, ку кăтарту иртнĕ çулхинчен 10 мăшăр сахалрах. Демографи лару-тăрăвĕнчи пăшăрхантаракан кăтарту вăл - çемьесем саланни. Кăçал 47 мăшăр уйрăлнă та ĕнтĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 53. Шел пулин те, ку кăтарту республика шайĕнче те пĕчĕккисен шутĕнче  мар.

Производство

 Кăçалхи январь - июль уйăхĕсенче ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсем  пĕтĕмпе 1729631 пин тенкĕлĕх  продукци туса  кăларнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта 1438076 пин тенкĕлĕх) е 120,3 процент.

Ял хуÇалăхĔ

Асăннă вăхăтра  ял хуçалăх продукцине  278609 пин тенкĕлĕх (иртнĕ çулхи çак тапхăрта 237702,8 пин тенкĕлĕх) е 117,2 процент туса илнĕ.

Пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 1948,6 тонна  е 91 процент аш-какай туса илнĕ, иртнĕ çул - 2140,4 тонна. Ку кăтарту ял хуçалăх производство предприятийĕсенче 653,2 тонна (иртнĕ çул 749,2 тонна)  е 87,2 процент, килти хушма хуçалăхсенче 1244,1 тонна (1321,8 тонна)  е 94,1 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 51,3 тонна (69,4 тонна) е 73,9  процент.

 Çак тапхăр тĕлне районта пĕтĕмпе 24196,6  (24869,9) тонна е 97,3 процент сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх производство предприятийĕсенче - 5313,2 (5650,8) тонна  е 94 процент, килти хушма хуçалăхра - 18620 (18924,7)  тонна е 98,4 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 263,4  (294,4) тонна е  89,5 процент.

Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенчи пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 2944 (2950) килограмм е 99,8 процент. Ял хуçалăх производство предприятийĕсенчи çÿлерех асăннă тапхăрти кăтарту 2476 килограмм е 98 процент.

 Мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 14745 пуçпа е 92,6 процентпа танлашать.  Ял хуçалăх производство предприятийĕсенче 4696 пуç е 92,4 процент,  хушма хуçалăхсенче 9842 пуç е 92,5 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 207 пуç е 96,3 процент. 

Çÿлерех асăннă тапхăрта 48557,6  пин штук  е 107,5  процент çăмарта туса илнĕ.  

Промышленность

Промышленность предприятийĕсем 1451021,8 пин тенкĕлĕх е 120,9 процент продукци туса кăларнă, иртнĕ çулхи кăтарту - 1200372,8 пин тенкĕ.  Çакăнта акционерсен "Шупашкарти "Сеспель" предприяти" хупă акционерсен обществин тÿпи пысăк, вăл 964973  пин тенкĕпе е 109 процентпа танлашать, иртнĕ çулхи кăтарту - 885160,4 пин тенкĕ. "ТрубПласт" предприятире вăй хуракансем ĕç кăтартăвне 40 хут ÿстерме пултарнă, вĕсем 228420 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.

Чи пĕчĕк кăтарту "Моргаушкорм" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн  -  635,6 пин тенкĕ е 79 процент.

ТŸлевлĔ пулăшу ĔÇĔсем

Тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсене 50293,7 пин тенкĕлĕх е 121,1 процент пурнăçланă.

Ваккăн тавар сутасси

Икĕ райпо коллективĕ те ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Асăннă тапхăрта пĕчĕк предпринимательство йышне кĕмен  организацисенче ваккăн тавар сутас ĕç  калăпăшĕ 595824,4 пин тенкĕпе е 113,3 процентпа танлашнă, иртнĕ çулхи кăтарту - 526070,8 пин тенкĕ. Пĕтĕм калăпăшăн ытларах пайĕ Муркаш  (369406,2 пин тенкĕ е 117 процент) тата Мăн Сĕнтĕр (193676 пин тенкĕ е 109,6 процент) райповĕсем   çине лекет. Кооператорсемпе ял хуçалăх секторĕ хушшинчи хутшăну ял хуçалăх продукцине туянассипе, тирпейлессипе тата сутассипе çирĕпленсе пырать.

Обществăлла апатлану

Обществăлла апатлану предприятийĕсем хăйсен умĕнчи тивĕçне ответлăха туйса пурнăçласа пыраççĕ. Январь - июль уйăхĕсенче  районĕпе пĕтĕмпе апат-çимĕç продукцине  63455,3 пин тенкĕлĕх е 107,7 процент сĕннĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕ 29220 пин тенкĕ е 89,1 процент, Муркаш райповĕ 33662,3 пин тенкĕ е 131,5 процент тивĕçтернĕ.

ĔÇ рынокĔ

Районта ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,26 процентпа танлашать. Пĕтĕмпе  52 çынна ĕçсĕррисен  шутне илнĕ. Иртнĕ çул çак вăхăтра ĕçсĕр статуслă 56 çын пулнă.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика