Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Пучах» ушкăн Атăлъял ял уявĕнче

08:39 15 июля 2014 г.

Чăваш халăхĕ тĕрлě халăхсем хушшинче пурăнать пулин те, хăйěн йăли-йĕркине, юрри-кěввине сыхласа  хăварса, малалла аталантарса çамрăк ăрава вěрентсе пырать.

Çак тěлěшпе культура ěçченěcем нумай ěçсем туса пыраççě. Кăçал культура çулталăкě пулнă май, Орининти информаципе-культура центрĕнче, культура ěçченĕсем тăрăшнипе, çак çур çул хушшинче асра юлакан интереслě мероприятисем  нумай иртрĕç. Çу вăхăтěнче те  нумай уявсене хутшăнса халăха савăнтараççě кунти тĕрлĕ ушкăна çÿрекен артистсем.  Атапайри «Сурпан», Мулкачкассинчи «Пучах», Орининти «Шуракăш» тата «Орин ен»  пултарулăх ушкăнěсем нумаях пулмасть хамăр районта çеç мар, республика тулашěнче те пулса курчĕç.

Мулкачкассинчи «Пучах» ушкăн (художество пултаруăх ертÿçи Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченĕ Н.Кондукторова, заведующийě А.Налимова) Мари Республикинчи Звениговский районĕнче ирттернě Акатуйра хăйĕн пултарулăхěпе куракансене савăнтарчĕ, Çĕрпÿ районěнче Орлов-Шуçăм композитор 100-çул тултарнине халалланă фестивале Атапайěнчи «Сурпан»  ушкăн хутшăнчě (художество пултарулăх ертÿçи Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченĕ Р.Петров, заведующий Л.Зайцева). Ветерансен халăх хорĕ «Орин ен» тата «Шуракăш» халăх юрăпа-ташă ушкăнěн ташă ушкăнě (художество пултарулăх ертÿçи - Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченĕ В.Александров) Тутар Республикинчи Нурлат хулинче Пĕтĕм Раççейри  чăваш культурин уявне 8-мĕш хут ирттерекен  фестивале хутшăнчěç. Уявсенчен асăннă ушкăнсем дипломсемпе тата сумлă парнесемпе таврăнчěç.

Утă уйăхěн 13-мěш кунěнче «Пучах» фольклор ушкăнě каллех уява васкарĕ. Ку хутěнче вара вĕсене Шупашкар районěнчи Атăлъял ял уявне йыхравларěç. Кунта курса тěлěнмелли питĕ нумай пулчě. Уяв Атăлъял пуçланса кайнине сăнаса кăтартакан театрализациленĕ куравпа пуçланчĕ: çак ялта пурăнакан 12 йăхран тухнă маттур арçынсем ял пуçланса кайнине палăртса шалча çапрěç, унтан кашни йăх ячěпе юпа лартрěç.  Çамрăк арăмсем çăлтан шыв ăсса килсе апат-çимěç пěçерчĕç, выльăх-чěрлěх валли утă çулса типěтрěç. Унтан вара вăйă-кулă, уяв пуçланчě.

Тĕрлĕ районсенчен килнě ушкăнсем юрă-ташăпа савăнтарчěç. Ял халăхĕ уява килнě хăнасене тутлă апат-çимěçпе сăйларěç.

Çакăн пек уявсем халăх хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшать,чунра ырá туйáм, савáк кáмáл çуратать. «Пучах» ушкăна çÿрекенсем çак уявран тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Курмалли, вěренмелли атăлъялсенчен питĕ нумай пулчě. Çакăн пек ял уявěсене  хамăр ял тăрăхěнче те йěркелесе ирттерес шухăш çуралчĕ вĕсен.

 

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика