Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Тимофеева Р.Н. с Днем российской почты

11:07 11 июля 2014 г.

Хисеплĕ почта ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

                     

Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе – Раççей почтин кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Эсир район çыннисем кунçул уттипе тан пыччăр тесе тăрăшатăр: тĕрлĕрен хаçат-журнал çырăнтаратăр: районта, республикăра, Раççейре, тĕнчере  пулса иртекен хыпарсене вулакансем  патне вăхăтра çитерессишĕн тимлетĕр. Çавăн пекех эсир çывăх çыннисемпе тăванĕсен саламĕсене, çырăвĕсене киле илсе çитерсе, çынсене  савăнăç кÿретĕр.

Пурнăç улшăннăçемĕн эсир паракан пулăшусен шучĕ те çулсеренех ÿссех пырать: пенси укçине вăхăтра паратăр, Интернет çыхăнăвĕпе, ытти тĕрлĕрен тÿлевлĕ пулăшусемпе тивĕçтеретĕр çынсене. Вĕсем сирĕн ĕçĕрпе кăмăллă юлччăр тесе тăрăшатăр.

Тавах сире  хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн,  районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн çине тăрса тăрăшнăшăн. Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул, телей сунатăп. Çемйĕрсенче яланах  килĕшÿпе тату пурнăç пултăр.  

 

Район  администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                         Р.Н. Тимофеев.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика