Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Пасхой

17:03 18 апреля 2014 г.

Хисеплĕ ентешсем!

 

Сире пурне те Мăн кун ячĕпе саламлатăп.

Мăн кун пĕтĕм тĕнчери христиансемшĕн мĕн пур уявсен уявĕ, савăнăçсен савăнăçĕ пулса тăрать. Вăл ырăпа тĕрĕслĕх  усала, пурнăç вилĕме çĕнтернине пĕлтерет («Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе, вилнисене чĕрĕлĕх панă» (Мăн кун кĕллин тропарĕ). Туррăн эпир пурте пĕлекен  халалĕсем пире  тĕрĕс çулпа утма, çывăх çынсене пулăшма, пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулма   вĕрентеççĕ.

Çынна ырă туни каялла та ырăпах таврăнать, тенĕ ваттисем Турăшăн эпир пурте тăвансем пулнине асра тытса пурăнмалла пирĕн.  Пĕр-пĕрне кÿрентересрен, усал ĕçсем тăвасран сыхланмалла, май килнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшмалла. Чун-чĕрепе  пуянрах та илемлĕрех, тасарах  пулнине мĕн çиттĕр. Кун пек чухне çемьесенче те килĕшÿпе юрату хуçаланĕ, ачасен те  телейлĕрех туйĕç хăйсене, преступленисен йышĕ те палăрмаллах чакĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен, пурăнсан, пĕр-пĕрне пулăшсан кăна  ĕç  ăнать. Район аталану çулĕпе кайтăр тесе малалла та пĕрле тулли кăмăлпа тăрăшса  ĕçлер.

Пурсăра та çирĕп сывлăх,  телейлĕ вăрăм кунçул сунатăп. Турă сире, сирĕн çемйĕрсене  инкек-синкекрен сыхлатăр, йывăр самантсенче çăмăллăх кÿтĕр.  Хăвăрăнне те, ачăрсен  пурнăç çулне те уçсах пытăр. Вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Христосăн ырăлăхĕ яланах сирĕнпе пултăр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                 Р.Н. Тимофеев.

 

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика