Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н.Тимофеева с Днем Победы

08:49 05 мая 2017 г.

 Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак  арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!

 Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа  72 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир вилĕмрен хăрамасăр, хаяр вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе чысне, унăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăвартăр, çĕр çине мирлĕ пурнăç  илсе килтĕр.

Аслă Çĕнтерÿшĕн пирĕн районти 9845 çын çапăçнă. Вĕсенчен 5491-ĕшĕ каялла таврăнайман: вăрçă хирĕнче паянхи мирлĕ те телейлĕ  пурнăçшăн пуçĕсене хунă. Тăван çĕршыв пирĕн ентешсен паттăрлăхне тивĕçлипех хакларĕ: 5 ентеш Совет Союзĕн Геройĕ, тепĕр салтак Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăчĕ. Пин-пин салтак çапăçури паттăрлăхшăн орденпа медальсене тивĕçрĕ.

Тылра та çăмăл пулман. Чăтнă, тÿснĕ халăх: ватти-вĕтти  кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăн Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксем те  юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратма пулăшнă. Эпир вăрçă паттăрĕсене - пире телейлĕ пурнăç парнеленĕ салтаксене, тыл ĕçченĕсене    яланах асра тытатпăр. Вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.

Шел пулин те, çулсеренех сахаллансах пырать вăрçă паттăрĕсен йышĕ. Паян районта 20 вăрçă ветеранĕ, 1 салтак арăмĕ, блокадăри Ленинградра пулнă 1 çын, вăрçăра вилнĕ салтаксен мăшăрĕсем 71-ĕн,  тыл ĕçченĕсем 730-ăн   пурăнаççĕ.

Тавах сире пурне те Аслă Çĕнтерÿшĕн, паянхи телейлĕ пурнăçшăн. Эпир малашне те Муркаш районĕ, Чăваш Республики,  тăван çĕршывăмăр тата та вăйлăрах, çирĕпрех пултăр тесе çине тăрса ĕçлĕпĕр, çамрăк ăрăва сирĕн пек паттăр пулма вĕрентсе ÿстерĕпĕр.

Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, канлĕ ватлăх, вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                             Р.Н. Тимофеев

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика