Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работника культуры

19:29 24 марта 2017 г.

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем, çак сферăн ветеранĕсем!

 Сире хăвăрăн професси уявĕпе –Культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир  хамăр халăхăн культурине, ырă йăли-йĕркине  сыхласа хăварса малалла аталантарассишĕн тăрăшатăр. Районта пурăнакансем пушă вăхăта усăллă тата интереслĕ  ирттерччĕр тесе çине тăратăр.  Çак ĕçе çитĕнекен ăрăва та явăçтаратăр. Тавах сире хăвăрăн ĕçе юратнăшăн, хăвăрăн тивĕçĕре чунтан тăрăшса пурнăçланăшăн. 

2017 çул Раççейре Экологи çулталăкĕ, Чăваш Республикинче Ача амăшĕпе Ача ашшĕн çулталăкĕ пулнă май  эсир ачасемпе тата çитĕннисемпе тата та çина тăрарах ĕçлессе шанас килет. Мĕншĕн тесен тăван тавралăх илемĕ чун тасалăхĕнчен пуçланать. Çемье хаклăхĕсене тĕпе хурасси  те кашни çынран хăйĕнчен нумай килет. Эсир вара çав хаклăхсене кашни çынра çирĕплетме пултаратăр.  

Эсир республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнни, малти вырăнсене йышăнни савăнтарать. Малашне те çавăн пекех маттур та путаруллă пулăр.

Сире малалла та  хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçлама ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр. Малашне те хăвăрăн пултарулăхăрпа савăнтарăр.  Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе ăнлану, юрату, тулли пурнăç пултăр.

 Район пуçлăхĕ –депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

 

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                             Р.Н. Тимофеев.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика