Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем защитника Отечества

09:35 22 февраля 2017 г.

Хаклă ентешсем! Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, мирлĕ вăхăтрах çапăçусене хутшăннă салтаксем, çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

 Сире пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çĕршыва хÿтĕлесси пирĕн çĕршыври кашни çыннăн чыслă та хисеплĕ тивĕçĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунă ветерансемпе  тыл ĕçченĕсен умĕнче эпир ĕмĕрĕпех парăмра. Пире вĕсем мирлĕ  те телейлĕ пурнăç парнелерĕç, вăрçăпа юхăннă тăван çĕршывăмăра ура çине тăратас ĕçре ырми-канми вăй хучĕç.  Паян та вĕсем çитĕнекен ăрăва  патриотла воспитани парас ĕçе хутшăнаççĕ, çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿсеççĕ.

Паянхи çамрăксем аслă ăру çыннисен ĕçне малалла тăснине, Тăван çĕршывăмăр  паян та шанчăклă алăра пулнине çар конфликчĕсене хутшăннисен паттăрлăхĕ те çирĕплетсе парать. Афган вăрçинче те, ытти вĕри точкăсенче те пирĕн салтаксем çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç. Паттăр ывăлсем çитĕнтернĕ салтак амăшĕсен умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр.

Çĕршыв  тĕрекĕ, унăн пуласлăхĕ  пирĕнтен кашнинченех  килет. Паян эпир аслă ăру çыннисен ĕçне малалла тăсатпăр. Тăван район аталанăвĕшĕн хамăртан килнине йăлт тăватпăр. Малалла та пĕрлех пĕр тĕллевпех çĕршыв çирĕплĕхĕшĕн,  хамăр пуласлăхшăн, ачасен çутă малашлăхĕшĕн вăй хурасчĕ.  2017 çул –Экологи тата Ача амăшĕпе Ача ашшĕн çулталăкĕ. Пирĕн паян хамăрăн ачасене тăван тавралăха юратма, тăван çĕре, аслисене  хисеплеме, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентмелле. Вара  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнисем йăлтах пурнăçланĕç.

Пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр. Çемьере килĕшÿпе юрату, тулли пурнăç хуçалантăр.

Район пуçлăхĕ -депутатсен районти

Пухăвĕн Председателĕ                                                               И.В. Николаев

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                              Р.Н. Тимофеев

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика