Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы района - председателя районного собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем России

13:26 10 июня 2016 г.

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

 Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.

 Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан деклараци  йышăннăранпа ыран шăпах 26 çул çитет. Раççей Федерацийĕн  Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх уявĕ тесе паллă тăватпăр. Çак уяв – ирĕклĕхпе мир, килĕшÿлĕх уявĕ.

Унтанпа общество та, пурнăç та тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ. Йывăрлăхсем пулсах тăчĕç пулин те, пирĕн çĕршывăмăр - Раççей çулсерен  вăйлансах, аталансах пырать.  Мирлĕ пурнăç çулĕпе малалла çирĕп утăмсем тăвать.

Çĕршывăмăр пуласлăхĕ пирĕнтен кашнинчен килнине эпир лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та кашни хăй вырăнĕнче тăрăшса ĕçлетпĕр. Пĕр тĕллевпе пĕрле уй-хирте çăкăр çитĕнтеретпĕр, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илетпăр, çĕнĕ  çуртсем, çулсем тăватпăр, кашни сферăна аталантаратпăр. Çавăнпа пĕрлех  хамăр ачасем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе тăрăшатпăр.

Малалла та çапла пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, ĕçлесчĕ. Вара тăван Муркаш районĕ татах та илĕртÿллĕрех те вăйлăрпах, Чăваш Ен, аслă та  мăнаçлă Раççейĕмĕр пуянрах та çирĕпрех  пулĕ.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Çĕр çинче яланах мир пултăр. Ĕçлес ĕçĕр ăнса пытăр. Утас çулăр уçăлсах пытăр. Малашлăхăр телейлĕ килтĕр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                                                                       И.В Николаев

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                                     Р.Н. Тимофеев

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика