Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Международным днем семьи

11:19 12 мая 2016 г.

 

 

Хаклă ентешсем!   Муркаш районĕн çыннисем!

 

Сире Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çемье яланах çĕршывăн шанăçĕ пулнă. Ку вăл паян та çаплах. Килте йăлтах йĕркеллĕ пулсан, ĕçре те мĕн палăртнине пурнăçлама çăмăлтарах. Кун пек чух ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума пулать. Çĕршывăмăр малалла аталанать, çирĕпленет. Çавăнпа пирĕн çĕршывра çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Пирĕн районти 2080 çемье 2007 çултан пуçласа, Ача амăшĕн капиталĕн сертификатне илчĕ. Вĕсенчен çуррийĕ унпа усă курчĕ.

Чăваш Республикинчи Ача амăшĕн капиталĕн сертификатне  2012 çултан пуçласа  422 çынна панă. Вĕсенчен 81-шĕ унпа усă курма ĕлкĕрчĕ те.

1723 çемье ачасемшĕн пособи илсе тăрать. Нумай ачаллă 216 çемьене çурт лартма е килти хушма хуçалăха тытса пыма тÿлевсĕр çĕр панă.

Район администрацийĕ çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе республика шайĕнчи тата федераллă программăсене активлă хутшăнать. Нумаях пулмасть 15 çамрăк çемьене «Çурт-йĕр» федераллă  программăпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне илме свидетельствăсем патăмăр. Ку ĕç малалла пырать.

Патшалăх çемьесене пулăшу парас тесе тĕрлĕ майсемпа тăрăшать. Анчах та ача мĕнле çын пулса ÿсесси ытларах çемьерен килет. Кунта ача пурнăç илемне курма, ĕмĕтленме, ĕçлеме, аслисене хисеплеме, пулăшма вĕренет. Ача пур енлĕн аталанса ÿсесси те, яваплăха туйма, палăртнă тĕллеве пурнăçлама вĕренесси те, вăл пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илесси йăлтах ашшĕ-амăшĕнченех килет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен тăван кил ачашăн чун туртнă вырăн пулса тăтăр тесе тăрăшмалла.

Çемье телейĕ  вара пирĕнтен хамăртанах килет. Апла пулсан тупнă телее упрама пĕлмелле. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Телейлĕ çемьере ÿсекен ачасем хăйсене телейлĕ туяççĕ, йывăрлăхсене те çĕнтерме пĕлеççĕ. 

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Яланах пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнмалла пултăр. Ачăрсем савăнăç çеç кÿччĕр.

 

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                             Р.Н. Тимофеев.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика