Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăл чăваш халăх культуришĕн нумай тăрăшнă.

10:41 06 ноября 2014 г.

2014 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче, 90 çула кайса, СССР журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикинчи художниксен союзĕн членĕ, Чăваш АССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Ен Халăх академийĕн действительнăй членĕ, график -сатирик, писатель-публицист, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, районăн Хисеплĕ гражданинĕ, районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Николай Лукич Яковлев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Н.Л. Яковлев 1925 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Актай ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан хăйĕн ĕç биографине Панкли ял Совечĕн секретарĕнчен пуçланă.

18 çул тултарсан,  1943 çулхи март уйăхĕнче  Н.Л. Яковлев Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса каять.. 70-мĕш зенитпа артиллери дивизийĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. 1945 çулхи июль уйăхĕчченех çак дивизире радиотелеграфист пулать вăл. Унтан тепĕр 5 çул службăра тăрать.

Николай Лукич шкулта вĕреннĕ чухнех ÿкерме юратнă. Çавăнпах ĕнтĕ хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес шутпа 1950 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕнĕ. 1956 çулхи июль уйăхĕнче унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă.

Н. Л. Яковлев пĕрмаях тĕрĕслĕхшĕн çунатчĕ. 1956 çултан тытăнса 1967 çулхи январь уйăхĕччен республикăра тухса тăракан «Капкăн» журналăн художество пайĕн заведующийĕнче, кайран   журналăн штатра тăман художникĕ пулса тăрăшнă чухне те пурнăçри çитменлĕхсене, тĕрлĕрен йăх-яха  хăйĕн ÿкерчĕкĕсенче питленĕ. Вăл - Пĕтĕм тĕнчери «Сатира  -  миршĕн кĕрешессинче» выставкăсене, Пĕтĕм Союзри, Раççейри, республикăри тĕрлĕ куравсене хутшăннă. Çакăншăн тата тĕрлĕ хаçат-журнала шаржсемпе илемлетнĕшĕн вăл  Иван Мучин премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.  Николай Лукич хăйĕн ĕçĕсен уйрăм выставкисене те тăтăшах йĕркеленĕ. Унăн пултарулăх мастерскойĕнче 1000 ытла ĕç упранать.

1961 çулхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса 1985 çулччен Н.Л. Яковлев - Шупашкарти телевидени студийĕн тата  Чăваш пукане театрĕн художникĕ.  Çав хушăрах «Капкăн» журналта та  вăй хунă.

Н.Л. Яковлев чăваш халăх культурине аталантарассишĕн нумай вăй хунă. Ф.С. Васильев ячĕллĕ музея туса хурассишĕн ырми-канми тăрăшнă.  Вăл Тăван Ен историйĕпе унăн çыннисем çинчен çырнă статьясем район хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан хаçат-хурналсенче пичетленнĕ.

Николай Лукич кĕнекесем те чылай çырнă. Вăл - «Сурăм çăлтăрĕсем» (2006 ç.), «Тернистый путь художника» (2007 ç.), «Кун-çул эрешĕсем» (2008 ç.), «Асăмри» (2010 ç.), «Все из жизни» (2012 ç.) кĕнекесен авторĕ.

Н. Л. Яковлев спортпа та питĕ туслăччĕ. Çитĕнекен ăрушăн ку енĕпе ырă тĕслĕхчĕ.

 Пултаруллă ентешемĕрĕн ĕçне çĕршывра тивĕçлипех хакларĕç. Николай Лукича 1960 çулта СССР журналистсен союзĕн,1995 çулта Чăваш Республикин художниксен союзĕн членне илнĕ. 1985 çулта вăл «Чăваш АССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ăна  «Чăваш халăх академикĕ» (2000 ç.) хисеплĕ ята  та панă. Н.Л. Яковлева Аслă Отечественнăй вăрçăн 2-мĕш степень орденĕпе, 12 медальпе наградăланă.

Н.Л. Яковлевăн  çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕрере упранĕ.

 

Депутатсен районти Пухăвĕ, район администрацийĕ. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика