Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Благодарность главы администрации Р.Н. Тимофеева за помощь в ликвидации последствий чрезвычайной ситуации в Моргаушском районе

15:39 24 октября 2014 г.

Çутçанталăк инкекне пурте пĕрле сирсе ятăмăр.

Тавах сире пурне те çакăншăн.

 Октябрĕн 17-мĕшĕнче çунă пăрлă çумăр республикăри чылай района сиен кÿчĕ. Пуринчен ытла вара пирĕн районта пурăнакансене шар кăтартрĕ  вăл. Районти 177 ялтан 175-шĕ электроэнергисĕр тăрса юлчĕ. Çутçанталăк кÿнĕ инкеке сирме пирĕн республикăна ытти регионсенчен те энергетиксем пулăшма килчĕç. Çавăнпа та республика Пуçлăхне Михаил Васильевич Игнатьева, республика Правительствине, инкеке сирме хутшăннă мĕнпур служба ертÿçисене  Муркаш районĕнче пурăнакансене çутçанталăк кÿнĕ инкек сирсе яма пулăшнăшăн, пирĕн района кирлĕ техника, специалистсене çителĕклĕ таран янăшăн Муркаш районĕнче пурăнакансен ячĕпе чун-чĕререн тав тăватăп.

Пирĕн районта Самара, Саратов, Чулхула, Киров, Пенза облаçĕсемпе Мордови республикинчен килнĕ   энергетиксем ĕçлерĕç. Çавăн пекех республикăри Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Улатăрпа Вăрнартан, ытти районсенчен  те бригадăсем ир пуçласа мĕн сĕм çĕрлечченех ялсене, социаллă объектсене электроçутă парассипе тимлерĕç. Пысăк тав вĕсене тата çав регионсене ертсе пыракансене.

Юсав ĕçĕсене йĕркелесе ертсе пынăшăн «МРСК Волги» акционерсен уçă обществин директорĕн çумне -  «Чувашэнерго» филиалĕн ертÿçине Дмитрий Геннадьевич Иванова  уйрăммăн тав тăватăп.

Районти «Моргаушское» ЖКХ муниципаллă унитарлă предприятийĕн электрикĕсем те социаллă объектсемпе ялсене çутă, ăшă  парассишĕн тăрăшрĕç. Пысăк тав вĕсене хăйсен тивĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн.

Çавăн пекех республикăри уйрăм предпринимательсен бригадисем те ыр сăмаха тивĕç.

Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен обществăлла апатлану точкисенче ĕçлекенсем 7 талăка пынă чрезвычайлă-лару тăрăва сирсе ярас тесе тимлекен специалистсене вĕри апатпа вăхăтра тивĕçтерчĕç. Тем пысăкăш тав вĕсене те.

 Ăнсăртран сиксе тухнă çутçанталăк инкекне пăхмасăр, районта лару-тăру лăпкă пулчĕ. Район территорийĕнчи  федераллă, республика шайĕнчи органсем те район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлеерĕç  Çавăнпа та манăн уйрăммăнах район прокурорне Сергей Владимирович Павлова, РФ Шалти ĕçсен министрествин пирĕн районти пайĕн ертÿçине Евгений Иванович Плечова, Чăваш республикинчи çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсемпе ĕçлекен пайĕн ерÿçине А.А. Кочурова тата вĕсем ертсе пыракан коллективсене тав сăмахĕсем калас килет.

Çак çăмăлах мар лару-тăрура районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе ĕçлекен штаб, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсене те тав тумасăр май çук. Вĕсем ăçта мĕнле лару-тăру пулнине пĕр самантлăха та куçран вĕçертмерĕç, ĕçе пĕлсе йĕркелерĕç, бригадăсемпе техникăна кирлĕ çĕре вăхăтра çитерчĕç.

Ăçта мĕнле лару –тăрăва пĕлмесĕр тĕрĕс йышăнусем тума çук. Кунта вара ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пысăк ответлăха туйса ĕçленине палăртас килет. Вĕсем вырăнти лару-тăрăва тĕрĕс хак парса, ăçта мĕн кирлине вăхăтра шута илчĕç. Çавăн пекех инкеке сирсе яма килнĕ энергетиксене çĕр каçма вырнаçтарас, вĕсене апат çитерессипе йĕркелес ĕçе те вырăнта куçран вĕçертмерĕç. Пысăк тав сăмахĕ вĕсене, çавăн пекех  - Муркашри «Сывлăх» ФСК  коллективне те.

Пурĕ районта çутçанталăк инкекне сирсе ярас ĕçе 27 бригада (211 çын), 43 единица техника ĕçлерĕ. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнсенче ял çыннисенчен бригадăсем йĕркелерĕç.

Чĕререн тухакан тав сăмахĕсене манăн уйрăмах районта пурăнакансене калас килет. «Пĕччен хулă хуçалать», - теççĕ халăхра. Çак çăмăл мар вăхăтра Муркаш районĕнче пурăнакансем пурте пĕр çемьери пек пулчĕç. Инкек килсе çапнă хыççăнхи лару-тăрăва район администрацийĕ мĕн пуçласа вĕçне çитиччен куçран вĕçертмерĕ, инкеке сирсе яра ĕçе йĕркелесе пычĕ. Харăсах пур яла та тÿрех  çутă, ăшă пама çук. Пĕрин хыççăн тепĕр яла электричество, ăшă, шыв пулчĕ. Чи юлашкинчен октябрĕн 24-мĕшĕнче 12 сехет те 55 минутра Хорнуй ялне  электричество çитрĕ.  

Тавах сире, хисеплĕ ентешĕмĕрсем, пире ăнланнăшăн. Тата пысăк тав çак инкекрен айккинче тăрса юлманшăн, май килнĕ таран юсав бригадисене пулăшнăшăн. Эсир хуçăлса аннă йывăçсемпе туратсене касса-татса тирпейлес, электричество пралукĕсене, йывăçсене шăннă пăртан тасатас ĕçе хастар хутшăнтăр. Тепĕр хут тав  сире çакăншăн.

Çутçанталăк пирĕн чăтăмлăха, çирĕплĕхе, эпир пĕр-пĕрне ăнланнине хыттăн тĕрĕслерĕ. Çак «экзамена» эпир сирĕнпе пĕрле чыслăн чăтса ирттертĕмĕр. Чăтса ирттертĕмĕр кăна мар, халăхпа пĕрле, мĕнпур çĕршыв çыннисемпе пĕрле инкеке сирсе ятăмăр. Малалла та çапла пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе  пурăнасчĕ, пĕр тĕллевпе ĕçлесчĕ. Вара пирĕн район тата та пуянрах, тăван республика, çĕршывăмăр вăйлăрах пулĕ.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                              Р.Н. Тимофеев.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика