Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15:50. Лайăххи, ырри - пĕтĕмпех аннесенчен

00:00 25 ноября 2009 г.

15:50. Лайăххи, ырри -  пĕтĕмпех аннесенчен

Кашни çыншăнах амăшĕ чи çывăх та юратнă  çын. Çут тĕнчене килнĕ пĕрремĕш кунран пуçласа ĕмĕр тăршшĕпех аннесем хăйсен пурнăçне пирĕншĕн тăрăшсах ирттереççĕ. Çĕрне-кунне пăхмасăр тăрмашаççĕ, пире лайăх пултăр теççĕ-çке вĕсем.

Çулталăкра вара пĕр кун вĕсен уявĕ пулнăшăн пурин те савăнмалла. Вĕсене юратнине, хисепленине çак кун тата та ытларах кăтартма тăрăшатпăр-çке-ха.

Акă çак эрнере район шайĕнче те аннесен уявĕ иртрĕ. Кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май унта ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшнă хĕрарăмсене - ача амăшĕсене йыхравласа саламларĕç. Уява пуçтарăннисенчен нумайăшĕ 5-6 ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç пурăнса курнă аннесем пулчĕç.  Мĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах янăрамарĕ пулĕ залра.

Малтанах аннесене арçынсем саламлани уйрăмах сумлă  пулчĕ. Район пуçлăхĕ Ю. Иванов, депутатсен районти Пухăвĕн  председателĕ И. Николаев, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Никитин тата Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю, Перцев пуç тайсах аннесене  ăшă сăмахсем каларĕç. «Çĕр çинче мĕн лайăххи, мĕн ырри пур - пĕтĕмпех аннесемпе çыхăннă. Анне, хĕрарăм иртен пуçласа каçчен  тăвакан ĕçе арçын кунĕпе туса пĕтереес те çук. Ăна арçын чăтаяс та çук пулĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ, кил-çурчĕ, ачи-пăчи, мăшăрĕ - çакă веçех хĕрарăм çине, аннесем çине тиенет вĕт-ха. Ĕçне те каймалла унăн. Ывăннине пăхмасăрах мăшăрĕпе пĕрле тĕрлĕ уявсене те тухмалла...». Арçынсем çапла калани, вĕсем анне пулма мĕнешкел йывăррине ăнланни, паллах, савнтарчĕ.

Ачасене ура çине тăратасси, вĕсене лайăх воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларасси, çемье ăшшине упраса пурăнасси çăмăл мар ĕç пулнине вара зала пухăннисем калаçу урлă уçса пачĕç. Çамрăк амăшĕсем валли ăша хывмалли сĕнÿсем сахал пулмарĕç уявра. Ытларах ĕç воспитанийĕ кирлине пурте палăртрĕç. Ĕçре, ял тăрăхĕнче ырăпа палăрнисене вара район пуçлăхĕ Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.

Аннесем парнесемсĕр те юлмарĕç çак кун, вĕри чейпе те сăйларĕç вĕсене культура ĕçченĕсем. Çурлатринчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» эстрада ушкăнĕ те çав тери илемлĕ концерт парнелерĕ аннесене. 

Аннесен пурнăçĕнче, паллах, кашни кун концертсем пулаймĕç, анчах та район пуçлăхĕн çумĕ А. Андреева каланă пек, «анне» сăмах кашнин пурнăçĕнче яланах янăраса тăтăр, çÿлте пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика