Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем защитника Отечества

00:00 22 февраля 2012 г.

Хаклă ентешсем! Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, вăрçăн йывăр çулĕсене чăтса ирттернĕ тыл ĕçченĕсем, мирлĕ вăхăтрах çапăçусене хутшăннă салтаксем, çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

 

Сире пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

 Çак уяв вăл Тăван çĕршыва юратакансен, унăн мирлĕ пурнăçĕпе лăпкăлăхне сыхлакансен,  паттăрлăхпа хăюлăх уявĕ. Çĕршыва хÿтĕлесси пирĕн çĕршыври кашни çыннăн чыслă та хисеплĕ тивĕçĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунă ветерансемпе  тыл ĕçченĕсен умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр. Пире вĕсем таса тÿпеллĕ мирлĕ  пурнăç парнелерĕç,  вăрçăпа юхăннă тăван çĕршывăмăра ура çине тăратас ĕçре ырми-канми вăй хучĕç.  Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿсеççĕ. Тăван çĕршывăмăр  паян та шанчăклă алăра, Çакна  çар конфликчĕсене хутшăннисен паттăрлăхĕ те çирĕплетсе парать. Афган вăрçинче те, ытти вĕри точкăсенче те пирĕн салтаксем çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç. Паттăр ывăлсем çитĕнтернĕ салтак амăшĕсене чĕререн тухакан пысăк тав.  

Çĕршыв  тĕрекĕ, унăн пуласлăхĕ  пирĕнтен кашнинченех  килет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Д.А. Медведевăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2012 çул  Раççей историйĕн çулталăкĕ шутланать. Çакă пире хамăрăн çĕршывăн историне пĕлмеллине, унăн çирĕплĕхĕ пирĕнтен кашнинчен килнине асра тытса пурăнмаллине, ĕçлемеллине пĕлтерет.    Хамăрăн тăрăшуллă ĕçпе район, республика, Раççей çирĕплĕхĕшĕн  тимлемелле,  пĕрле пĕр тĕллевпе вăй хумалла пирĕн.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă пек, эпир тăвакан мĕнпур ĕç халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн - çыншăн, çын валли пулса пымалла.

Пурне те сире çирĕп  сывлăх, вăрăм та телейлĕ кунçул  сунатăп. Ĕçĕрсем яланах  ăнса пыччăр. Ăнăçу çулăра уçсах пытăр. Çемьере вара  килĕшÿпе юрату, тату пурнăç хуçалантăр.

 

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                             Р.Н. Тимофеев.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика