Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Ю.А. Иванова с Днем физкультурника

00:00 12 августа 2011 г.

Хисеплĕ физкультурниксем, спортсменсем, спортпа туслă çынсем тата физкультура юхăмĕн ветеранĕсем!

 

Сире Физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Физкультурăпа спорт пире çирĕп сывлăхлă пулма, кăмăла  çирĕплетме пулăшаççĕ.  Сывлăхлă, çирĕп кăмăл-туйăмлă, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем вара кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултараççĕ, умри тĕллевсене пурнăçлаççĕ,  район тĕрекĕ пулса тăраççĕ. Çавăнпа та ачасене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулма вĕрентмелле пирĕн. Ку енĕпе кăçал вĕрентÿ ĕçне те ырă çĕнĕлĕх кĕрет: шкулта эрнере тепĕр физкультура урокĕ хушăнать.

Эсир хăвăрăн ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçлани савăнтарать. Сирĕн пуçарулăхăрпа тăрăшулăхăра пулах ĕнтĕ пирĕн ентешсем республика шайĕнче çеç мар, Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ. Хутшăнаççĕ çеç мар, çĕнтерÿсем туса, районăн  ятне-сумне çĕклеççĕ. Тавах сире пархатарлă ĕçĕшĕн. Малашне те физкультурăпа спорт районта пурăнакансемшĕн кун йĕркин уйрăлми пайĕ пулса тăтăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, тулли кăмăл сунатăп. Спортра малалла та ăнăçу хыççăн ăнăçу тумалла пултăр. Пурнăç çулĕ уçăлнăçемĕн уçăлса пытăр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                         Ю.А. Иванов.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика