Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Ю.А. Иванова с Днем Республики

00:00 21 июня 2011 г.

Хисеплĕ ентешсем!

 

Сире пурне те Республика кунĕ  ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Авалхи илемлĕ чăваш çĕрĕ çинче тĕрлĕ халăх килĕштерсе пурăнать, тăван ен аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшать.

Юлашки çулсенче пирĕн районăмăр та палăрмаллах çĕнелчĕ, пуянланчĕ. Муркаш енĕн сăн-сăпачĕ çеç мар, унăн ĕçчен çыннисен шухăш-кăмăлĕ те тĕпренех улшăнчĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр, район япăх мар аталанса пырать. Çакă пирĕн район çыннисем тăрăшуллă пулнине, хăйсен тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине, мал  ĕмĕтлĕ пулнине çирĕплетсе парать. Сирĕн ÿсĕмлĕ ĕçĕрте эсир тăван района, республикăна, çĕршыва юратни яр уççăн курăнать. Тавах сире çакăншăн.

Малашне те эсир, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, ÿсĕмлĕ вăй хурасса, районăмăр республикăра ырă ятлисен шутĕнче пултăр тесе тăрăшасса шанса тăратăп. Ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума ăнăçусем сунатăп.

Пурсăра та  çирĕп сывлăх, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама иксĕлми вăй-хал, телейлĕ вăрăм кунçул сунатăп.

 

 Район  администрацийĕн пуçлăхĕ                                       Ю.А.Иванов. 

                                            

    

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика